04 марта 2016 г.
ФЕВРАЛĔН 29-мĕшĕнче Пуянкасси тата Васан ял тăрăхĕсенче отчетлă пухусем иртрĕç. Пĕлтĕрхи ĕçсене тишкерчĕç, 2016 çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç. ПУЯНКАССИНЧЕ пуху пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов районта ĕçри тата общество пурнăçĕнчи активлăхшăн Н.Данилова Тав хучĕпе чысларĕ. Ял тăрăхĕн Хисеп хутне вара алĕç ăсти С.Янгалакова тивĕçрĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕн ертỹçи А.Кузьмин пухăннисене пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, пурне те хумхатакан ыйтусене хускатрĕ. Халăха мĕн пăшăрхантарать? Тĕпрен илсен, çул-йĕр, çĕр ыйтăвĕсем, урамсене тирпей-илем кỹресси. Çакăн пирки калаçрĕ ял халăхĕ, район администрацийĕн специалисчĕсемпе тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен ертỹçĕсене ыйтусем пачĕ. Акă, сăмахран, Пуянкассинчи аслă урама сарнă асфальт кивелсе çитнĕ, камăн вăйĕпе юсамалла ăна? Çакăн пек ыйту пачĕ Г.Алексеева. Пуянкассинчи Анаткас урамĕнче те çул сарас ĕçе халăх вăйĕпе кăна вĕçне çитерме йывăр пуласси çинчен калаçрĕ Л.Тимофеева та. Çак ыйтусем çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин тĕплĕ хурав пачĕ, пĕрлех кăçал туса ирттермелли юсав ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ, пулăшма шантарчĕ. Кăçал Кахăрлă Шăхалĕнчи Калинин урамĕнчи çула тимĕр-бетон плита сарма палăртнă. Пуянкассипе Хайпăла ялĕсенчи çулсене юсама кăна бюджетран 470 пин тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Çавăн пекех пухăннисем умĕнче полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Пыркин, пушар хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ М.Ильин, район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Г.Батрова ялти демографи лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, сывлăха тĕрĕслеттерме кăçал камăн диспансеризаци тухмалли çинчен пĕлтерчĕ. Ыйтусем сахал мар ял çыннин. Вĕсене татса парас енĕпе 4 ялтан пухăннă йышлă халăх районтан килнĕ специалистсемпе пĕрле чылайччен калаçрĕ, хурав шырарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов пур çивĕч ыйтăва та тимлесе итлерĕ, ял-йыш çĕкленĕ проблемăсене уçăмлатрĕ, пухăннисене актив- лăхшăн тав турĕ.
ВАСАН ял тăрăхĕнче те çав кунах пуху иртрĕ. Унта тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: çĕрпе туллин усă курасси, çул-йĕ- ре çĕнетесси, кил хуçалăхĕнчи ытлашши сĕте тупăшлă сутасси, ял таврашне тасалăхра тытасси. Çак ыйтусем Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Ю.Ильинăн докладĕнче те тĕп вырăнта пулчĕç. Ял çыннисем пухура хăйсене кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Акă пенси çулĕнчи В.Терентьев пурăнман кил-çуртпа пушă пахчасем пирки чун-чĕререн пăшăрханса калаçрĕ. Сĕт пуçтарас ыйтăва та хĕрарăмсем кирлĕ пек йĕркелеме ыйтрĕç. Ярăслав ялĕ çумĕнчи çырмаран каçса çỹреме пăрăх кĕпер кирли пирки те калаçу пулчĕ. Ачасем шкул пур çинчех мĕншĕн вĕренме Шăмăрша çỹреççĕ? Ял тăрăхĕнче санитари нормине сăнаса тăма май пулать-и? Çак тата ытти нумай ыйтусем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никифоров, вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров, больницăн тĕп врачĕ И.Смирнова, полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Пыркин, пушар хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ М.Ильин тулли хурав пачĕç. Çапла кăмăллă, пĕрне-пĕри ăнланса сỹтсе яврĕç ял çыннисем хăйсене канăçсăрлатакан ыйтусене. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Васильевич вара отчетлă пухăва пĕтĕмлетсе малашнехи ĕçсем çинчен каларĕ, васансене вырăнти бюджета пуянлатмалли майсем тупассишĕн паянах çине тăрса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Г.ИВАНОВА.