04 марта 2016 г.
МАРТ уйăхне мĕн ĕлĕкрен: «хресчене ыйхăран вăратмалли вăхăт», _ тенĕ. Сисмĕпĕр те, «путăксемпе варсенче çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлĕ», унтан акана та тухăпăр. «Васкакан вакка сикет», _ тенĕ те ваттисем, анчах паян васкани кирлех. Техника юсавлă-и, механизаторсем çитеççĕ-и, вăрлăх пахалăхĕ еплерех? Шăпах çак ыйтусене çĕклерĕç те ĕнтĕ кĕçнерникун район администрацийĕнче ирттернĕ анлă канашлура. Ун ĕçне пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен ертỹçисемпе фермерсем, банксен яваплă çыннисем хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров етсе пычĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 11650 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 1290 гектар çĕрулми, 107 гектар пахчаçимĕç, 260 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 6075 гектар выльăх апачлĕх культурăсем акмалла- лартмалла. Кĕр тыррисем 2050 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем мĕнле хĕл каçасси çуркуннехи çанталăк условийĕсенчен нумай килет. Йĕпе вырăнта калча пĕтме те пултарĕ. Пурне те хытă шухăшлаттарма тивĕç çивĕч ыйту _ вăрлăх пахалăхĕ. Планпа 2078 тонна кирлĕ пулсан, 2024 тонна (97 проц.) вăрлăх пур. Çывăх вăхăтрах 85 тонна пысăк репродукциллĕ тĕштырă вăрлăхĕпе 40 тонна çĕрулми вăрлăхĕ туянмалла. Районта кондициллĕ вăрлăхсем 1665 тонна (82,3 проц.) шутланаççĕ. «Искра» СХПКра, О.Хлюкин, В.Симурзин, А.Юнкеров, И.Алиуллов, Т.Иванова фермерсен хуçалăхĕсенче вăрлăхсем 100 проценчĕпех акма юрăхлă пулсан, «Шанс» ОООра 24 проценчĕ, «Исток» ОООра 49 проценчĕ, «Восход» СХПКра 51 проценчĕ, Г.Макаров, А.Сатеев фермерсен хуçалăхĕсенче 24-шар проценчĕ çỹп-çаплă пулнипе кондицие ларман. «Мăян аксан урпа шăтмастех, _ терĕ Вадим Севрюгин. _ Халĕ, çанталăк ăшăтнă май, çỹлте асăннă хуçалăхсенче вăрлăха тасатса кондицие лартассишĕн пĕтĕм вăя хумалла». Çуракине ирттерме 650 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ, хальлĕхе 265 тонна çеç туяннă. Çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кирлин 33 проценчĕ чухлĕ кăна (62 тонна) турттарса хунă. Хуçалăхсенче çуракине хутшăнакан техникăна юр айĕнчен чавса кăларма пуçăнманни те пăшăрхантарать. Юр ирĕлсе пĕтиччен кĕтĕпĕр-и? Тракторсене те юсамалла, ятарлă зве- носем хăçан йĕркелĕпĕр? Паллах, çуракине ирттерме укçа кирлĕ. Сахалтан та 8,5 миллион тенкĕ тупмалла. Уйрăм хуçалăхсем банксенчен кредит илме документсем хатĕрлеме пуçăннă-ха, анчах та çак ĕçе васкавлăрах тумалла, палăртрĕç банк представителĕсем. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ỹсеççĕ, унччен кредит илсе топливо туянма тăрăшмалла. Канашлура тухса калаçнисем ытти çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç, вĕсене татса парас тĕлĕшпе республикăри тата районти тивĕçлĕ органсенчен пулăшу ыйтрĕç.
И.САЛАНДАЕВ.