01 марта 2016 г.
ЖУРНАЛИСТИКĂРА 40 çул ытла ĕçленĕ май, районта эпĕ çитсе курман ял урамĕ çеç мар, уй-хир те, çырма-çатра та юлман темелле. Çĕр-çĕр çынпа тĕл пулса калаçнă, çĕр-çĕр çын çинчен хаçатра çырнă. Çавăн пек вăл хаçатçă ĕçĕ: блокнотри темиçе йĕркешĕнех «упа шăтăкĕнчи» яла та çитме тивет, тепĕр чух тем пек шыракан çынна тупайманнипе хурланса та таврăнатăн. Редакцире хăйсен профессине чунтан юратакан çынсемпе ĕçлеме тивнишĕн, вĕсен ăсталăхĕпе паллашса хамăн ăс-тăна пуянлатнишĕн чĕререн савăнатăп эпĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Николай Осипович Падиаров. Кăвакарнă çỹçлĕ, çынпа сăпайлă калаçакан, ĕçленĕ хушăрах шỹтлесе кăмăла çĕклекен ватă журналист ман асăмра ĕмĕрлĕхех юлнă. Николай Осипович «Коммунизм çулĕ» (халĕ - «Шăмăршă хыпарĕ») хаçат редакторĕн заместителĕччĕ. Эпĕ, çамрăк корреспондент, унпа пĕр пỹлĕмре ĕçлесе ăсталăха туптарăм. Аслă юлташăм эпĕ çырнă кашни япаланах тимлĕн вуласа тухатчĕ, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те кăтартса паратчĕ. «Мухтаса çеç çырнипе пурнăçри çитменлĕхсем нумайланса пыраççĕ, - тетчĕ Николай Осипович. - Критиклеме ан хăра, анчах та тĕрĕс критика пултăр. Критика çынна çапса ан хуçтăр, ĕç-пуçа лайăхлатма пулăштăр». Ĕçрен пушаннă самантсенче Николай Осипович хăйĕн пурнăçĕ çинчен те кала-кала паратчĕ. Вăл 1916 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, ун хыççăн Шăмăршăра колхоз çамрăкĕсен («ШКМ» тенĕ) шкулĕнче вĕреннĕ. «ШКМ тесен кулаттăмăр, _ каласа паратчĕ журналист. _ Çак ят йĕпеннĕ шăлавара аса илтеретчĕ. Ача пулнă вĕт, пỹрне кăтартсан та кулнă». Колхоз çамрăкĕсен шкулĕ хыççăн ăна, «нумай вĕреннĕ, ăслă» тесе, ялти хут пĕлмен çынсене çутта кăларма хушнă. Тăрăшулăхне шута илсе, районтисем Миккалая малалла вĕренме сĕннĕ. 1933-1934 çулсенче вăл Шупашкарти юридици шкулĕнче ăс пухнă. 1935 çулта вара комсомол путевкипе Шăмăршă районĕнчи «Колхозник сасси» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. Çав вăхăтран пуçласа Н.Падиаров хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ- хĕлне пĕтĕмпех райхаçат редакцийĕпе çыхăнтарнă. Хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ, 1938 çулта ăна редактор заместителĕ пулма шаннă. Николай Осипович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене ассăн сывла-сывла аса илетчĕ. Вăрçă пуçлансан ăна парти райкомĕ Улатăр çывăхĕнче оборона сооруженийĕсем тунă çĕре янă, райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ Николай Космовскийпе иккĕшĕ те политрук пулнă. 1942 çул пуçламăшĕнче Николай Осиповича Шупашкара _ КПСС обкомне чĕнтереççĕ. Шăмăршă районĕнче, редакцире ĕçлекенсене фронта илнипе, хаçат тухма чарăнни çинчен пĕлтереççĕ, пĕр тăхтаса тăмасăр çĕнĕрен хаçат кăлармашкăн пуçăнма хушаççĕ. Çак пысăк яваплă ĕçе (вăрçă вăхăтĕнче ку _ приказ, ăна мĕнле пулсан та пурнăçламаллах!) Николай Падиаров кĕске вăхăтрах йĕркелесе ярать. Талăкра 17-18 сехет ĕçлеме тивет, кадрсем çитменнипе ытларах ĕçе редактор хăй тăвать. Хаçатăн кашни номерĕнчех фронтри хыпарсене пичетлеççĕ, район çыннисен тылри паттăрлăхне анлăн çутатаççĕ. «Пурне те _ фронт валли, пурте _ Çĕнтерỹшĕн!» _ çакăн пек тĕллевпе ĕçленĕ ун чухне совет халăхĕ. Вăрçă хыççăн Николай Падиаров партин Горький хулинчи аслă шкулĕнчен вĕренсе тухать. Пĕр хушă республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕнче вăй хурать, унтан каллех тăван Шăмăрша таврăнать. 1956 çулта Николай Падиарова Пуянкассинчи юлса пыракан «Заря» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. «Хуçалăх вуçех юхăнса çитнĕччĕ, _ аса илетчĕ Николай Осипович. _ Кашни ĕнерен качакаран та сахалрах сĕт сăватчĕç. Халăхпа калаçрăм, хăшне-пĕрне намăслантарма та тиврĕ. Ĕç дисциплинине çирĕплетсех пытăмăр. Çапла майпа ĕç-пуç лайăхлансах пычĕ. 1958 çулта пирĕн колхоз ВДНХ участникĕ пулчĕ, мана пысăк Кĕмĕл медальпе чысларĕç. Ф.Егоровпа В.Акимов бригадирсем те хаклă парнесем илчĕç. Тырă тухăçĕпе районти малта пыракан колхозсен шайне çĕкленсе пытăмăр». 1960 çул пуçламăшĕнче, «Заря» колхоза кỹршĕри «Правда» колхозпа пĕрлештернĕ хыççăн, Н.Падиаров каллех райхаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме тытăнать. Нумай çамрăк журналиста професси ăсталăхне илме пулăшнă вăл, çакăншăн ăна ырăпа кăна аса илетпĕр. Тивĕçлĕ канăва кайсан та Николай Осипович ĕçсĕр лармарĕ, район хаçатне çырсах тăратчĕ. «Осенин», «Каю» псевдонимсемпе тĕрленчĕксемпе сăвăсем пичетлетчĕ. ...Н.Падиаров 1989 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Вилес умĕн темиçе кун малтан унăн тăван килĕнче пултăмăр. Николай Осипович, йывăр аптăранăскер, вырăн çинчен тăраймастчĕ ĕнтĕ. «Вăтăрмĕш-хĕрĕхмĕш çулсенчи хаçатсене Асьялти Ларшников Миккалай ачине, музей валли парса ятăм, _ терĕ вăл вăйсăр сасăпа. _ Кирлĕ пулсан, илсе вулăр, тен, мана та аса илĕр...» 100 çул çитрĕ кăçал районти паллă журналист, вăрçă çулĕсенче пирĕн хаçат редакторĕ пулнă, хăй хыççăн ырă ят хăварнă Николай Осипович Падиаров çуралнăранпа. Тăванĕсем ăна аса илсе кĕнеке кăларма шухăш тытнине пĕлтĕм те, чунтан савăнтăм... Ив.САЛАНДАЕВ.