10 марта 2016 г.
МАРТĂН 8 - мĕшĕнче, Çăварни эрнинче, йăлана кĕнĕ тăрăх Шăмăршăра хĕле ăсатрăмăр. Çак ятпа ир-ирех Культура Керменĕ умĕнчи лапама халăх йышлă пухăнчĕ. Хăшĕ суту-илỹ палаткине вырнаçтарчĕ, тепри юрă-ташă шăрантарчĕ, хăшĕ спорт вăййине хутшăнса вăй-халне тĕрĕслерĕ. Хĕле ăсатма пухăннă район çыннисене район пуçлăхĕ М.Хамдеев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çавăн пекех вĕсем уйрăммăн хĕрарăмсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чи çепĕç сăмахсемпе саламласа ĕçре те, çемьере те пысăк çитĕнỹсем сунчĕç. Уяв программи анлă та пуян. Хĕл кунĕсем вĕçленнине палăртса улăм катемпи те вут-кăварпа хĕмленчĕ, пĕлĕм-икерчĕ те сĕтел тулли пулчĕ, çамрăксем кросс чупрĕç, мини-футболла вылярĕç, ача-пăча тĕрлĕ аттракциона хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ вырăнти ăстасем хавас юрă-кĕвĕпе темчченех халăха савăнтарса тăчĕç. Кăçалхи Çăварни уявĕн уйрăмлăхĕ икерчĕ-пĕлĕм конкурсĕ пулчĕ. Чăн та, тем тĕрлине те пĕçерме пĕлеççĕ иккен, кашнийĕ куçа илĕртет, тутлă шăршипе хăй патне йыхăрать. Чи çỹхе пĕлĕм Пуянкассинчи Н.Федотова пĕçернĕ, чи пысăк пĕлĕм Шăмăршăри коопторг хатĕрленĕ, чи хăйнеевĕрлĕ пĕлĕм - «Аленушка», чи хулăм пĕлĕм – «Сказка» ача сачĕсен ĕçченĕсем пĕçернĕ. Çапла кĕтсе илтĕмĕр çуркуннене - савăк кăмăлпа, ырă туйăмпа.
Г.ИВАНОВА.