10 марта 2016 г.
Лайăххине начар тееймĕн. Ял тăрăхĕнчи демографи лару-тăрăвнех илер-ха. Икĕ ялта та _ Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинче _ ытти çулсемпе танлаштарсан, ачасем çут тĕнчене килесси ỹсни палăрать. Иртнĕ çул 21 пепке çурални _ хăех начар мар кăтарту: пыра-киле, шкулти пĕр класс мар-и çакă? Ял тăрăхĕсенче 1693 çын пурăнать пулсан, вĕсенчен 269-ăшĕ вăтăр çула çитичченхи çамрăксем. Нумай ачаллă çемьесем вара çирĕм ытла. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес тесен – тархасшăн. Ачасем _ пирĕн пуласлăх тетпĕр. Ял тăрăхĕнче шкул çулне çитмен ачасем 89 шутланаççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ ача садне çỹрет. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кăна халĕ икçĕре яхăн вĕренекен пĕлỹ пухать. Асанкассинчи пуçламăш шкул- садике çỹрекенсем те йышлă. Кунти хатĕрленỹ ушкăнĕнче _ 19 ача. Ача çурални _ асра юлмалли паллă пулăм. Çав вăхăтрах никам та икĕ ĕмĕр пурăнаймасть _ вăхăт çитсен çут тĕнчепе сывпуллашăпăр. Иртнĕ çул 25 çынна юлашки çула ăсатма тивнĕ... Çамрăксене ялсенче сыхласа хăварас ĕçре вĕсене ĕçпе тивĕçтерме май тупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕнче халĕ ултă хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать, уйрăм предпринимательсем _ тăваттăн, пĕчĕк предприятисем _ виççĕ. Вĕсен аталанăвĕпе ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ _ ял хуçалăхĕ, ваккăн суту-илỹ тăвасси, çынсене тĕрлĕрен çăмăллăхсем парасси. Ялсенче çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланса пыни те куç кĕретех. Чи кирли _ сывлăх. Ку тĕлĕшпе пашьелсемпе асанкассисен ỹпкелешмелли çук пулĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ чирлĕ çынсене вăхăтра пулăшу пама тăрăшать. Кунтах васкавлă пулăшу уйрăмĕн филиалĕ те пур. Эмелсене те вырăнтах туянма пулать _ район центрне кайса çỹремелле мар. Ялсене, вĕсен инфраструктурине аталантарасси вырăнти бюд- жетран нумай килет. Ял тăрăхĕнче укçа енчĕкĕ вара тĕрлĕ тỹлевсенчен пухăнать. Пĕлтĕр ял тăрăхĕнче 289 494 тенкĕ ытла налук пуçтарнă. Пухура урамсене каçхи вăхăтра çутăпа тивĕçтерес ыйту та хускалчĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем çук мар иккен. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ çитменлĕхсене çитес вăхăтрах пĕтересси пирки шантарчĕ. Çавăн пекех, ялсенче телефон тата интернет çыхăнăвĕ япăхрах пулни те тепĕр чух самаях чăрмав кỹрет. Çынсем çавăн пекех полицин участокри уполномоченнăй инспекторĕсене тăтăш улăштарни пирки кăмăлсăр пулни те палăрчĕ. Пухура çул-йĕр пирки те ыйтусем пулчĕç. Çынсене пăшăрхантаракан тепĕр пулăм _ сĕт хакĕ йỹнĕ пулни тивĕçтерсех каймасть. Усламçăсем ăна пĕр килограмне 16 тенкĕпе пуçтараççĕ, «чĕрĕ» укçа вырăнне тĕрлĕ таварсем парас текенсем те çук мар иккен. Пухăва килнисен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов патне те ыйтусем пулчĕç. Владимир Васильевич вĕсене вăраха ямасăр татса пама, пулăшма шантарчĕ. В.МИХАЙЛОВ.