Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă калаçăвăн усси пысăк

10 марта 2016 г.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, унăн çумĕсем Владимир Никифоровпа Владимир Петьков, предприятисемпе учрежденисен ертỹçисем тата ял тăрăхĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. 2015 çулхи ĕçсем çинчен Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Дмитриев доклад туса пачĕ. Отчета сỹтсе явма çынсем активлă хутшăнчĕç. Шăмăршăсене çулсем япăхса çитни, урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрасси тата ытти те хумхантарать. Çĕр пайĕсене шута илес тата çĕрпе тухăçлă усă курас ыйтусене те çĕклерĕç. Çавăн пекех обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне вăйлатасси пирки те калаçу пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, уçă калаçушăн пурне те тав тунă май, тăван ял илемĕшĕн, тирпей-илемшĕн чăн-чăн патриот пулса тăрăшма чĕнсе каларĕ. «Хамăр пурăнакан район, ял, кил умĕ тасалăхпа илĕртсе тăтăр, _ терĕ Владимир Васильевич. _ Тирпейлĕ пурăнни хамăршăнах лайăх вĕт-ха». Пухăвăн савăнăçлă пайĕнче ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене Тав çырăвĕпе чысларĕç.

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика