10 марта 2016 г.
Вĕсем хăйсен паха ĕç опычĕпе паллаштарас, пĕр-пĕринчен çĕнĕлĕхсене вĕренес, методика вăрттăнлăхĕсемпе пуянланас тĕллевпе пуçтарăннă. Республика шайĕнчи фестивале чаплă лару-тăрура шкулти акт залĕнче уçрĕç. Хăнасене саламласа шкул ачисемпе педагогсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе сцена çинче пĕрне - пĕри улăштарса кăна тăчĕç. Мĕн тери хỹхĕм ташларĕç «Фламинго» ташă ушкăнне çỹрекенсем, кашни ташшинех _ чăваш, авар ташши е вырăс кадрилĕ _ куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Саккăрмĕшсен кадет класĕ «В городском саду играет...» юрă кĕввипе сцена çине илемлĕн ярăнса тухсан, залра ларакансем асамлă вальс юхăмне лекрĕç, хĕрсемпе яшсем килĕшỹллĕ ташланине пăхса киленчĕç. Фестивале пухăннă учительсемпе мето- дистсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров ăшшăн саламларĕç, уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисене çỹллĕ шайра ирттерме ăнăçу сунчĕç. Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ В.Хорькова, хăнасене хапăл туса йышăнса, шкул коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Малалла Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн методисчĕ И.Игряшова сăмах илчĕ, республикăри физика учителĕсен 27-мĕш методика фестивалĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Кун хыççăн та пайтах çепĕç юрă янăрарĕ шкулта. Кĕçĕн класра вĕренекенсем _ В.Хафизова, Е.Михайлова _ учительсем çинчен хывнă юрăсемпе тыткăнларĕç, 5-мĕш классен пĕрлештернĕ хорĕ «Как ты хороша, родная Шемурша!», «Моя Россия», «Моя армия» юрăсене пысăк хавхаланупа шăрантарчĕ. Педагогсем пĕччен те, хорпа та юрларĕç. Уйрăмах хор мăнаçлăн, ирĕклĕн шăрантарнă «У России глаза голубые», «Пой, солдат!» юрăсем кăмăла çĕклерĕç. Методика фестивалĕсем пирĕн республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пуçланса кайнă. Эпир те ыттисенчен юлас мар терĕмĕр, районта уçă уроксен фестивальне пуçарса ятăмăр. Пĕрремĕш фестивале Васанти вăтам шкулта 1998 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Унта тĕрлĕ шкулти хими тата биологи учителĕсем уçă уроксем кăтартрĕç. Ун чухне те фестиваль хăнисене Н.Ендиеров, çав вăхăтра Васанти вăтам шкул директорĕ, ырă сунса ăшшăн кĕтсе илнĕччĕ, ăнăçу суннăччĕ. Халĕ те куç умĕнчех И.Валиев 11-мĕш класра ирттернĕ биологи урокĕ, Г.Угарина 10-мĕш класс ачисемпе йĕркеленĕ пресс-конференци, С.Хамдееван 8-мĕш класра кăтартнă хими урокĕ. Ытти учительсем урока иккĕн-виççĕн калаçса татăлса сыпăксем çине пайласа ирттернĕччĕ. Паллах, малтанхи утăм тума çăмăлах пулман вĕрентекене _ урăх шкулта палламан ачасем ăнланасси иккĕлентернĕ, урок ху шутланă пек пулаймасран шикленнĕ. Пайтах çулсем иртрĕç. Çак хушăра учительсен методика пĕрлешĕвĕсем кашниех темиçе хут та фестиваль ирттерчĕç, ытти районсенчи ĕçтешĕсем патне те тухса çỹ рерĕç. Акă, тĕслĕхрен, 2004 çулта Тутар Республикинчи Кивĕ Çĕпрелти вăтам шкулта сăнарлă искусство, музыка, ĕç урокĕсем кăтартнăччĕ (учительсем А.Семенов, Ю.Бакин, Л.Нянин). Кỹршĕллĕ патăрьельсем те Шăмăршăра К.Анисимовăн музыка урокĕсенче пулса курнăччĕ, уроксем методика тĕлĕшĕнчен пысăк ăстлăхпа иртнине палăртнăччĕ (2006 çул). Чăваш чĕлхипе литература учителĕсем вара хăйсен фестивальне республикăн кăнтăр районĕсенче ĕçлекен ĕçтешĕсене йыхравланăччĕ (2008 çул). Халĕ педагогсем республикăра иртекен методика фестивалĕсене те çулленех хаваспах хутшăнаççĕ, Дипломсене тивĕçеççĕ. Фестиваль чăннипех те пĕлỹ уявĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ эрнере Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсенче республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенче ĕçлекен физика учителĕсем 40 уçă урок кăтартрĕç. Пирĕн район чысне В.Сарандаева (Пăчăрлă Пашьел), Ш.Исмагилов (Анат Чаткас), В.Сергеева, И.Кудряшова, Л.Егорова (Шăмăршă) тата Н.Мамонтова (Карапай Шăмăршă) хỹтĕлерĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. Кунсăр пуçне физикăна эффективлă технологисемпе вĕрентес ыйтупа учительсемпе методистсем «çавра сĕтел» хушшинче канашлу йĕркелесе ирттерчĕç, çĕнĕ проектсемпе паллашрĕç. Фестиваль вĕçленчĕ. Ун ĕçне хутшăннă хăнасем ĕçлĕ тĕлпулу ăнăçлă та пысăк пахалăхпа иртни çинчен пĕлтерчĕç, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма пур условисемпе те тивĕçтернĕшĕн район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсене тата шкул коллективĕсене тав сăмахĕ каларĕç.
Г.ИВАНОВА.