11 марта 2016 г.
МАРТĂН 9-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертỹçин çумĕ _ шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ Лариса Арсентьева пулнă. Тĕлпулăвăн тĕп теми _ ялсен аталанăвĕпе паллашасси тата çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнине тĕплĕнрех пĕлесси. Район ертỹçисем шантарнă тăрăх, ялхуçалăх таварĕ туса илекенсем çуракине кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерессишĕн мĕн кирлине пурне те тăвĕç. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», _ тенине эпир асра тытатпăр, _ пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. _ Хатĕрленỹ ĕçĕ планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаратпăр, минерал удобренийĕсем кỹретпĕр. 3 хуçалăхра вăрлăх тасатакан звеносем ĕçлеççĕ. Хальлĕхе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн 82 процентне кондицие лартнă. Çуракине 86 трактор, груз турттаракан 28 автомашина, 46 сеялка, 92 плуг, 39 культиватор хутшăнĕ. Вĕсене юсаса хатĕрлес ĕç халĕ сарăлса пырать. Çурхи ака-суха ĕçĕсене çỹллĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе районта штаб туса хунă. Кашни ял тăрăхĕнчех яваплă çынсем çирĕплетнĕ». Аса илтеретпĕр: кăçалхи çуракинче 13 пин гектара яхăн çĕрпе усă курмалла, çав шутра 9430 гектар тĕштырă акмалла. «Финанс кризисĕн лару-тăрăвĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене агротехника тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхпа ирттересси тĕп тĕллев пулса тăмалла, _ палăртнă министр. _ Çураки ирттерме ял ĕçченне патшалăх енчен те тивĕçлĕ пулăшу пулĕ».
В.АЛЕКСЕЕВ.