Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕри ун паян та шкулта

11 марта 2016 г.

Мы замечаем не всегда,

Как много нам забот

И терпеливого труда Учитель отдает.

И любишь ты, как он, как я,

Ее _ и скажем прямо:

Она _ вторая мать твоя.

А кто дороже мамы?

ÇАК йĕркесене вуланă чух куç умне хисеплĕ професси çыннисем _ хăйсен ĕçне чун-чĕре ăшшипе туса пыракан учительсем тухса тăраççĕ.Кашни çыннăнах пур вăл, юратнă учитель. Акă, Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан вунă çул каялла пĕлỹ илсе тухнисем хăйсене математика предметне вĕрентнĕ Раиса Дмитриевна Кузьмина пирки «чи хисеплĕ çын» тесе çыраççĕ, çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа ăна чĕререн саламлаççĕ. Раиса Дмитриевна Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Шупашкарта _ математикăна тарăннăн вĕрентекен лицейре _ пĕлĕвне ỹстернĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕнче вĕренсе аслă пĕлỹллĕ математика учителĕ пулса тăнă. Çамрăк учителе Шăмăршă районне ĕçлеме янă,вĕрентỹ пайĕнче ăна Палтиелĕнчи вăтам шкула кайма сĕннĕ. Хăйĕн предметне чунтан юратаканскер, Раиса Дмитриевна вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама тăрăшнă. Çак пархатарлă тивĕçе каярахпа Карапай Шăмăршăри вăтам шкула ĕçлеме куçсан та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Пурĕ 36 çул хушши ачасене математика вĕрентнĕ Раиса Дмитриевна. Хастар ĕçшĕн ăна «Раççей Федерацийĕнчи халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» паллăпа тата Хисеп грамотисемпе чысланă. Мăшăрĕпе _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕпе Вячеслав Михайловичпа телейлĕ çемье чăмăртанă, икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Шел, аслă ывăлĕ темиçе çул каялла автоаварие лексе сарăмсăр вилнĕ. Раиса Дмитриевнăпа Вячеслав Михайловича йывăр хуйха чăтса ирттерме çăмăл пулман. Чĕре суранĕ халĕ те аса илтерет, атте-анне юратăвĕ ĕмĕрлĕ хех çав. Сăмах май, Кузьминсем пĕрлешнĕренпе кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕнче 40 çул çитет. Вячеслав Михайловичпа Раиса Дмитриевнăна 4 мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. 60 çул тултарнă ятпа саламланă май, Раиса Дмитриевнăна унăн нумай-нумай вĕренекенĕн саламĕ çумне хутшăнса çапла калас килет: сывлăхпа çỹрĕр, телейлĕ пулăр, чунпа пĕрре те ан ватăлăр!

Ив.АНА ТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика