Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке _ пĕлỹ çăлкуçĕ

11 марта 2016 г.

ЧĂВАШ Енре кашни çулах вулакансем хушшинче «Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» акци йĕркелеççĕ. Ăна республикăри çыравçăсен кĕнекисене халăх хушшинче анлă сарас, кĕнеке вулакансен йышне ỹстерес тĕллевпе ирттереççĕ. Шăмăршăри тĕп библтиотекăсен тытăмĕ те çак мероприятие çулленех хутшăнать. Библиотекăра «Пирĕн тăван ен сăвăсенче тата прозăра» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне программăра вырăнти кĕнеке авторĕсемпе тĕлпулусем ирттересси, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарасси тата ытти те. Вулакансен чи юратнă кĕнекисен конкурсĕнче вара _ Юхма Мишши, П.Маркин, С.Асамат, Г.Айхи хайлавĕсем. Çĕнтерỹçĕ – кĕнеке ятне вулакансем тĕрлĕ номинацире тупса палăртĕç: «Хальхи проза», «Поэзи уçлăхĕ», «Савăклă ачалăх», «Тăван ен». Номинацири кĕнекесем 2 чĕлхепе пулаççĕ _ вырăсла та, чăвашла та. Çавăн пекех чи нумай кĕнеке вулакансене те чыслăпăр. Вĕсене Дипломсемпе асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Пурне те асăннă конкурса активлă хутшăнма чĕнетпĕр!

И.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика