15 марта 2016 г.
Механизатор профессийĕ ялта колхоз йĕркеленĕренпех чи хисепли пулнă. Тухăçлă тырпул çитĕнтерес тесен, чăн малта çĕре юратмалла, çĕр ĕçне чун ăшшин пĕр пайне памалла. Мĕн çуркуннерен пуçласа уй-хир шурă юрпа витĕничченех ялта трактор кĕрлеме чарăнмасть, «хурçă ут» валли хĕл кунĕнче те ĕç тупăнсах тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ хăнара та механизатора хисеплĕ вырăна лартаççĕ, чăн малтанхи сăра куркине те ăнах сĕнсе параççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан Николай Михайлович Никитин çапла шỹтлет: _ Вăрман енче леснике, хир тăрăхĕнче вара тракториста «чи кирлĕ çын» тенĕ. Хăнара çеç мар, урамра тĕл пулсан та ыталаса илетчĕç. Çынна пулăшма ỹркенмен ĕнтĕ, атте-анне ырă ĕç тума вĕрентнине манман. Халĕ те, çулăмсем сахал мар пулин те, трактор рулĕ умне ларса хире тухас килет... Николай Никитин 1946 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчеçуралнă. 1953 çулта _ «халăхсен çулпуçĕ» Иосиф Сталин вилнĕ çул _ шкула кайнă. Хăйĕн пĕрремĕш учительницине Екатерина Архиповна Ермилована халĕ те ырласа кăна аса илет: «Эсĕ ытла та пĕчĕккĕ-çке!» _ тĕлĕнетчĕ Екатерина Архиповна. Эпĕ, шкултан хăваласа ярасран хăранипе: «Кунне виçĕ чашăк салма яшкипе пăрçа пĕлĕмĕ çиетĕп, пурĕпĕрех ытти ачасене хăваласа çитетĕп!» _ теттĕм». Шкул пĕтернĕ хыççăн Коля ялти паллă трактористсемпе _ Валентин Мокеевпа, Александр Юмановпа, Алексей Юмановпа тата Николай (Миккуль) Убасевпа пĕрле ĕçленĕ, плугарь пулнă. Çамрăк плугарьсем тепĕр чух трактористсене те улăштарнă, çапла çĕр ĕçне хăнăхса пынă. 1962 çулта Николай Никитин Ульяновск облаçне кĕрекен Сингелейри СПТУна вĕренме кайнă, унтан Хисеп грамотипе тата тракторист удостоверенийĕпе (пур предметпа та _ «пиллĕк» паллă) тăван колхоза таврăннă. «Колхоз председателĕ Василий Платонович Кошкин хĕпĕртесех кĕтсе илчĕ, _ каласа парать паян Николай Михайлович. _ Эпĕ ăна çав тери хисеплеттĕм. Плугарьте ĕçленĕ чухне, урана тăхăнмалли ним те çуккипе, Исаак Васильевич Павлов бухгалтера ман валли 150 тенкĕ укçа тупма хушнăччĕ. Бухгалтер çак укçана алла тыттарнă чухне çапла асăрхаттарса каларĕ: «Асту, ачам, укçа вăл тарпа пулать. Унпа питĕ ăслă та пĕлсе усă кур». Тепĕр кун Канаша кайса кирзă атă, нумай çул хушши илме ĕмĕтленнĕ хут купăс тата паяльнăй лампа туянтăм. Ун чух çакăн пек лампа ялта та пĕрре-иккĕрен ытла пулман». Сингелейре вĕреннĕ чух ытти курсантсене уйăхне 10 тенкĕ сти- пенди панă пулсан, Николай Ники- тина 20 тенкĕ тỹленĕ. Практика вăхăтĕнче Казахстанра Çерем çĕрсене уçма хутшăннине шута илнĕ. Тăван колхоза таврăнсан, çамрăк механизатора тỹрех трактор шанса панă. Училищĕре питĕ лайăх вĕреннине кура, куккурус çитĕнтерекен звенора ĕçлеме хушнă. Ун чух куккуруса «квадратно- гнездовой» текен меслетпе акса тунă. Пĕрле ĕçленĕ Александр Власовпа Михаил Маркова Николай Михайлович лайăхпа çеç аса илет. 1964 çулта пысăк тухăçлă куккурус çитĕнтернĕшĕн Николай Никитина ВДНХ Пăхăр медалĕпе чысланă, 600 тенкĕ укçан преми панă. Çавăн пекех ăна «Раççейри куккурус çитĕнтерекен чи лайăх ăстаçă» медальпе те наградăланă. Николай Михайловичăн В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине асăнса кăларнă медаль те пур. Хисеп грамотисемпе Дипломсен шучĕ вара теçеткерен те иртет. Района икĕ МТЗ -52 трактор килсен, вĕсенчен пĕрне Николай Никитина шанса панă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл кустăрмаллă тракторпа ĕçленĕ. Пысăк тухăçлă çĕрулми, выльăх чĕкĕнтĕрĕпе сахăр чĕкĕнтĕрĕ, куккурус çитĕнтернĕ. Сахăр кăшманне районта пуринчен малтан комбайнпа кăларма вĕреннĕ. Колхозшăн йывăр çулсенче Николай Михайлович выльăх апачĕ хатĕрлеме Ставрополь крайне, Тюмень тата Курган облаçĕсене кайнă, кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнче улăм çыхăланă. Николай Михайловичăн пĕтĕмĕшле ĕç опычĕ _ 46 çул. Ĕçри хастарлăхне шута илсе ăна 1991 çулта «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă. Çитмĕл çул тултарчĕ паян Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн хисеплĕ çынни Николай Михайлович Никитин. Ĕçре маттур пулнипе пĕрлех, ялти чи хаваслă шỹт ăсти те вăл. «Кулăш _ ĕçре пулăш»,_ тет те, ял çыннисене çĕнĕ шỹт каласа ахăлтатсах култарать. Николай Михайлович пек çынсем яла илем кỹреççĕ. Михаил Шолохов писатель каланă пек: «Çăрттан мучисемсĕр пирĕн пурнăç та кичем пулнă пулĕччĕ, кулăшсăр пĕр ĕмĕр мар, пĕр кун пурăнасси те _ чăн-чăн асап».
А.КУЛИКОВ. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.