Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕрех, курăрах _ курмалли кунта пурах!

15 марта 2016 г.

Килĕрех, курăрах _ курмалли кунта пурах!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çак кунсенче Шăмăршăра ĕçлĕ çулçỹревре пулнă май, районта туризм ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе те паха сĕнỹ пачĕ: «Сирĕн районти çутçанталăк пурне те илĕртме тивĕç. Туристсем ытларах килччĕр тесен, вĕсене йыхравлама хăнăхмалла, сервис ĕçне хальхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелесе ямалла». «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕн çумĕпе Владимир Тихоновпа тĕл пулсан, пирĕн район туристсене хăш енĕпе илĕртме пултарасси пирки калаçу пуçартăм.

_ Районта истори тата культура палăкĕсем темиçе те, _ терĕ Владимир Тихонов. _ Сăмахран, Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал çыннисем ĕлĕк выльăх пусса Турра парне пама Пулмантăш çырми хĕрринчи Учỹк сăрчĕ патне пуçтарăннă. Тăватă çулта пĕрре таврари ялсенчи чăвашсем кунта Мăнчỹк ирттернĕ. Ваттисем каланă тăрăх, çак вырăнти çăлкуçсен шывĕ питĕ сиплĕ, йывăр чир-чĕртен сиплеме те пулăшать иккен. Чăвашсен Тĕн Академийĕ пуçарнипе, Пĕтĕм тĕнчери Олимп вăййисен юлашки кунĕнче кунта Пĕтĕм чăваш халăхĕн Улăп вăййисене ирттересшĕн. Çак вăйăсен уйрăмлăхĕ çакăнта: пурте кĕл туса чăваш Туррисене тата пирĕн авалхи несĕлсен çỹлти патшалăхри чунĕсене йыхравлаççĕ, тăван халăх валли ырлăх-пурлăх ыйтаççĕ.

_ Владимир Петрович, авалхи тĕнпе çыхăннă вырăн Пăчăрлă Пашьел çывăхĕнче те пур тенине илтнĕ эпĕ.

_ Çапла, çак ял çумĕнче Сивçăл ятлă Киремет вырăнĕ пур, ĕлĕк унта пиртен уйрăлса кайнă несĕлсене асăнса чыс-хисеп тунă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн кунта çамрăксем выляса-кулса савăннă.

_ Районти музейсем туристсене илĕртме пултараççĕ-и?

_ Вăрман хуçалăхĕнчи Çутçанталăк музейĕ экс- понатсемпе пуян, кунта курмалли-пĕлмелли питĕнумай. Çавăн пекех Васанти халăх музейĕ те _ республикăн яллă районĕсенче чи лайăххисенчен пĕри. Виçпỹрт Шăмăршăра Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн музейĕ йĕркеллĕ ĕçлет. Баскакра Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Федор Мадуров çурт-музей уçни те туристсене илĕртме тивĕç. Юнашарах Федор Иванович «Вăхăт тата пурнăç» ярăмри 12 уйăх скульптурине вырнаçтарнă. _ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн территорийĕнче ытти интереслĕ вырăнсем те сахал мар пулĕ?

_ Ĕлĕк тимĕр руди кăларнă вырăн та, сукна фабрики пулнă вырăн та, Карлинский вал (тăшманран хỹтĕленме тăпра купаласа тунă вырăн) тĕлĕ те туристсемшĕн интереслĕ пулмалла. Тимĕр шăратакан завода 1761 çулта туса лартнă пулнă. Халăхра çак вырăна «Петрозавод» теççĕ. Завод çулталăкра пин пăта яхăн тимĕр шăратнă. Çак предприяти XVIII ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче ĕçлеме чарăннă. Йỹçлĕх вырăнта руда кăларнă вырăнсем паян кун та упранса юлнă. Сукна фабрикине Шурă Пасна çырми хĕрринче В.П.Крылов купса 1854 çулта туса лартнă. Ун чухне çак предприяти хальхи Чăваш Ен территорийĕнче чи пысăкки шутланнă. Кунта Раççей çарĕ валли кăвак сукна туса кăларнă. Пысăк пушар хыççăн, фабрика 1890 çулта хупăннă. Фабрика паççулкки пулнă вырăн упранса юлнă. Пăчăрлă Пашьел çывăхĕнче эрех завочĕ те ĕçленĕ, ăна 1774 çулта Емельян Пугачев хусахĕсем ватса-çĕмĕрсе тăкнă. _ Владимир Петрович! Пирĕн районăн туризма аталантарас тĕлĕшпе ятарлă программа та пур. Унта «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн туризм объекчĕсен илĕртỹлĕхне ỹстермелли çинчен те каланă. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн вара информаципе реклама ĕçне анлăн туса пымалла.

_ Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Пирĕн ĕçе хаçатра çутатсах тăрсан турист- сем те ытларах килĕç. Малашне те туслă пулар.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика