Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл çул вăл _ нумай мар, малалла патвар утар

15 марта 2016 г.

ХĂВ лайăх пулсан, тавралăху та лайăх теççĕ. Хăй уçă та таса кăмăллине курах пурнăçра ытларах шурă тĕс шырама тăрăшать Менир Хамдеев. Тахçанхи туссем эпир унпа, ашшĕне _ Хасянзян абыя та _ лайăх палланă. Иртнине аса илсе шăкăл- шăкăл калаçса лартăмăр.

_ Менир Хасянзянович! Акă Эсир пысăк çын темелле: район пуçлăхĕ, «Искра» хуçалăх председателĕ, район Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çапах та пуçăра каçăртмастăр вĕт-ха, унчченхиллех _ хĕрĕх çул каяллиллех ăшшăн калаçатпăр.

 _ Хресчен ачи вĕт эпĕ, мĕн пĕчĕкрен хура ĕçре пиçĕхнĕ. Пирĕн ялта _ Патирекре _ чăвашсем, тутарсем, вырăссем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Ялта пуçа каçăртакана юратмаççĕ, «пур – пĕрле, çук _ çурмалла» тĕллевпе пурăнмалла. Çамрăккин ватти каланине итлемелле, ваттин те ял хушшинче хăйне хисеплĕ тытмалла. «Ырă ят ылтăнран хаклă», _ тетчĕ ман атте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ.

_ Эсир Патирек çынни пулнине пĕлетĕп-ха. Биографийĕре те лайăх астăватăп: шкул, Совет Çарĕнчи служба, Вăрнарти совхоз-техникум студенчĕ, унчченхи «Ленинская искра» колхозри сĕт-çу фермин заведующийĕ, хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ, партбюро секретарĕ... Чĕрĕк ĕмĕр ытла колхоз председателĕн йывăр лавне туртса пыратăр. Пĕрлех район пуçлăхĕнче те тăрăшатăр. Ăçтан кăна вăй тупăнать Сирĕн?

_ Ĕлĕк пирĕн ялта пĕр хресчен питĕ вăйлă пулнă тет, Ака-туйра кашни çулах паттăра юлнă. «Пирĕнтен лайăх пурăнмастăн вĕт-ха, апату та чаплă мар, мĕншĕн вăйлă-ха эсĕ?» _ тĕлĕнсе ыйтнă тет унран ял çыннисем. Хресчен вĕсем çине йăл! кулса пăхнă тет те, кĕреçе пек сухалне сарлака аллипе шăлкаласа çапла каланă тет: «Эпĕ çĕр çинче ĕçлетĕп, мана çĕр вăй парса тăрать. Çутçанталăка юратни пурăнма хавхалантарать. Çынна ăмсанмастăп, кĕвĕçместĕп, пурне те ырă сунатăп. Кăмăл лайăх пулсан, кăкăртан вăй тапса тăрать». Çак тĕллевпе пурăнма тăрăшатăп та эпĕ. Канмалли кун та, уявра та уй-хирте пулса чуна кантаратăп. Ылтăн пучахсен пăшăлтатăвне илтнĕ-и Эсир? Ăна кашни çынах ăнланмасть. Çĕр çинче ĕçлекен çыншăн вара пучах пăшăлтатăвĕ те, тăри юрри те _ чи чаплă оркестр вырăнĕнче.

_ Менир Хасянзянович! Паян Эсир 60 çул тултарнине паллă тăватăр. Çирĕп вăй-халăра кура пĕрре те çак çула çитнĕ теейместĕн. Малалла та патвар утма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп!

_ Тавах ырă сăмахăршăн. Пурăнасчĕ-ха, халăхшăн усăллă ĕç ытларах тăвасчĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика