Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн хумхантарать-ха ял çыннине?

18 марта 2016 г.

Мĕн хумхантарать-ха ял çыннине?

ШĂМĂРШĂРАН Патирекелле çул тытнă чух уй-хир икĕ енĕпех вырăнĕ-вырăнĕпе хуралнине асăрхарăмăр. _ Апрель уйăхĕн çурринче акана та тухма пултаратпăр, _ терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров. _ Çанталăк тăруках ăшăтманни лайăх-ха, тăпра нỹрĕке пĕтĕмпех çăтса илет. Юр хăвăрт ирĕлсен, пĕтĕм шыв-шур çырмана юхса каять. Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăк хыççăн, çуркуннехи нỹрĕк пирĕн хирсемшĕн _ чăн-чăн çăлăнăç унки. Патирекри «Искра» хуçалăхăн техника паркĕнче тимĕре шакканă сасă таçтанах илтĕнет. Чăваш Республикинчи ялхуçалăх министрĕн çумĕ Кон- стантин Никитин çак сасă чун-чĕрене хумхантарнине палăртрĕ. _ Эпĕ çамрăк çын мар ĕнтĕ, çавăнпа та кашни çуркунненех хавхаланупа кĕтсе илетĕп, _ палăртрĕ Константин Владимирович. _ Халĕ, ялхуçалăхĕшĕн çăмăл мар вăхăтра, чăн-чăн хресченсем пурри кăмăла çĕклет. «Искра» СХПКра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 100 проценчĕпех кондицие лартнă. Халĕ юсавçăсен звени кăкарса ĕçлекен техникăна çуракине хутшăнма хатĕрлет. Тахçанхи тусăмпа _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕпе Владимир Скворцовпа калаçрăм. _ Кăçалхине шута илсен, хамăн пурнăçри хĕрĕх тăваттăмĕш çуракине хутшăнатăп, _ пĕлтерчĕ Владимир Иванович. _ Кашни аканах чунтан хумханса кĕтетĕп. Мана шанса панă МТЗ- 82 трактор юсавлă, халĕ сеялкăсене тепĕр хут пăхса тухатпăр. Мĕн хумхантарать-ха паян механизаторсене? Паллах, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕсен хакĕсем ỹсни, техника кивелсех пыни тата çамрăксем ялта çирĕпленсе пурăнманни. Ялта ĕне выльăх усракансем сахал мар, хăшĕсем виçшер-тăватшар пуç та тытаççĕ. Анчах та сĕте пĕр литрне 15-16 тенкĕпе çеç туянни халăха тивĕçтерсех каймасть. «Чăх, пĕчĕккĕн сăхсан та, тăранать», _ тесе кала- кансем те пулчĕç. Ĕне выльăх ял çыннишĕн усăллă пулнине никам та хирĕçлемерĕ. Ялти тĕп шкулта ĕçлекенсемпе те тĕл пултăмăр. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, Информаци кунĕн темипе калаçнă май, пурнăçри çивĕч ыйтусене те çĕклерĕ. «Ялхуçалăхне аталантарасси çине Раççей правительстви пысăк тимлĕх уйăрать, _ палăртрĕ Константин Владимирович. _ Çавăнпа та çуракинче пĕр гектар çĕре те акмасăр хăвармалла мар, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма çирĕп никĕс хывмалла». Учительсен пысăк пайĕ килти хуçалăхра ĕне усрани те савăнтарать. Шкулти сăнав лаптăкĕ те_ районта чи лайăххисен шутĕнче. Педагогсен коллективĕ кашни ачапах уйрăмшарăн ĕçленин кăтартăвĕ те кăмăла çĕклет. Патирек ачисем, малалла Палтиел шкулне вĕренме пыр- сан, тарăн пĕлỹ илнипе палăрса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра ялтишкулта 35 ача вĕренет, ача садне 15-ĕн çỹреççĕ. Патирек ялĕшĕн демографи ыйтăвĕ çав тери çивĕччĕн тухса тăрать: ача сахаллипе шкула хупма тивмĕ-ши? Ял çыннисем те, учительсем те шкула сыхласа хăварасшăн, Информаци ушкăнĕнчен те халăхшăн тăрăшма ыйтрĕç. «Хальлĕхе шкул шăпине татса паман-ха, _ терĕ район пуçлăхĕ, «Искра» СХПК председателĕ Менир Хамдеев. _ Ман шутпа, шкул пĕтсен ял шăпишĕн те хăрушлăх тухса тăрĕ. Çамрăксем ялта çирĕпленсе юлмĕç. Чăваш халăхне икĕ паллă писатель парнеленĕ ялта шкул пулмаллах, пĕлỹ çуртне упраса хăварассишĕн пурин те тăрăшмалла». Патирек ялĕнче иртнĕ Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров та хутшăнчĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 Информаци кунне ирттернин усси пурах çав: ялсенче пурăнакансем республика тата район шайĕсенчи ертỹçĕсемпе тăтăшах тĕл пулаймаççĕ _ майсем те çукрах. Тен, çавăнпах пулĕ, Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи «Восход» ялхуçалăхĕпе производство кооперативĕнче вăй хуракансем информаци ушкăнне чăтăмсăррăн кĕтни тỹрех палăрчĕ. Хальхи вăхăтри тĕп ыйтусемпе çынсене Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитарин Федераци службин ертỹçин çумĕ Н.Романов паллаштарчĕ, çынсене хумхантаракан ыйтусем, вĕсене татса памалли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Хĕвел çуркунне енне çаврăнни хресчене çуракине хатĕрленме васкатать. Чаткассем çак тапхăра хатĕрленмеççĕ мар: нумаях пулмасть кăна урпа вăрлăхне сортласа пĕтернĕ, тулă вăрлăхне кондицие лартас ĕç те çитес кунсенчех вĕçленмелле. Ку тĕлĕшпе хуçалăхра ятарлă икĕ звено ĕçлет. Çураки тенĕрен, хуçалăх ĕçченĕсене мĕнпăшăрхантарать-ха? _ Çăкăрлă пулас тесен патшалăх енчен укçа парса пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çакнашкалли пулĕ-и? _ ыйтрĕ В.Романовран М.Кузьмин. _ Хресчен пулăшусăр юлмĕ, _ пулчĕ хурав. Çак шухăша район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Алексеев та çирĕплетрĕ. Ялта пурăнакансене хумхантаракан тепĕр ыйту _ сутакан сĕт хакĕ ытла та пĕчĕк пулни. Усламçăсем халăхран продукцие 15-16 тенкĕпе туянни çынсене ĕне тытма каякан тăкаксене саплаштарма та памасть-çке. Малашне ку тĕлĕшпе улшăнусем пулмалла. Çынсене тивĕçлĕ канăва ямалли вăхăта ỹстерес текен сас-хура пурри те шухăша ярать. _ Хальлĕхе кун пирки улшăну çук, пулмасть те пулĕ, _ терĕ Н.Романов. В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика