Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджета çирĕплетнĕ

18 марта 2016 г.

МАРТĂН 15-мĕшĕнче район администрацийĕнчи ларусен залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ пиллĕкмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва Пуху председателĕ _ район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата район прокурорĕн çумĕ Андрей Марискин хутшăннă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухнă. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли _ Шăмăршă районĕн 2015 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланнине хакласси. Кун йĕркинчи çак ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ольга Миронова пĕлтернине итленĕ. 2015 çулхи бюджет тупăш енĕпе 241519130,96 тенкĕ, тăкак енĕпе 237731504,44 тенкĕ чухлĕ пурнăçланнă. Депутатсем 2015 çулхи бюджета уççăн сасăласа çирĕплетнĕ. Çавăн пекех лару Шăмăршă районĕн контрольпе шут органĕн 2015 çулхи ĕçĕ çинчен туса панă отчета (докладчикĕ _ контрольпе шут органĕн председателĕ Гельсиня Сагдеева) çирĕплетсе хăварнă. Депутатсем полицин «Батыревский» муниципаллă пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Ролан Идрисов 2015 çулхи оперативлă лару-тăру çинчен туса панă информацие шута илнĕ. Лару район Пухăвĕн 2016 çулхи ĕçĕсен планне çирĕплетнĕ. Депутатсем умĕнче сăмах илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пурне те «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» Ырă кăмăллăх марафонне хастар хутшăнма чĕнсе каланă. Çакăнпа район Пухăвĕн депутачĕсен пиллĕкмĕш ларăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика