18 марта 2016 г.
ТЕХНИКА _ тракторсем, хăй тĕллĕн çỹрекен тата çул-йĕр машинисен _ яланах юсавлă пулмалла. Çав шутра _ кăкарса çỹремелли прицепсем те. Вĕсен юсавлăхне тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă график çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн тĕрĕслеве «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче мартăн 23-мĕшĕнче, «Бездна» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата «Нива» ЗАОра _ апрелĕн 4-19-мĕшĕсенче, «Восход» СХПКра тата «Слава» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче апрелĕн 8-мĕшĕнче, «Колос» Агрофирма» ЗАОра, «Г.Н.Макаров» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче апрелĕн 11-мĕшĕнче, «Мир» ЗАОра апрелĕн 12-мĕшĕнче, «Искра» СХПКра апрелĕн 13-мĕшĕнче, «Исток» ОООра апрелĕн 14-мĕшĕнче, «Строитель» тата «Строитель плюс» ОООсенче апрелĕн 14-мĕшĕнче, «Шанс» ОООра апрелĕн 15-мĕшĕнче, «Карлинская» Агрофирма» ЗАОра апрелĕн 18-мĕшĕнче ирттереççĕ. Килте техника хатĕрĕсем тытакан уйрăм çынсен те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен те тĕрĕслеве хутшăнмалла, вĕсен регистраци свидетельстви, тракторист-машинист удостоверенийĕ, ОСАГО полисĕ кирлĕ.
В.МАТВЕЕВ, техника тĕрĕслевĕн патшалăх инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ.