18 марта 2016 г.
ВАТТИСЕМ ĕлĕкренех çапла каланă: «Тырă пулмасан _ пĕр çул хуйхă, ывăл-хĕр ăнмасан _ ĕмĕрлĕх хуйхă». Асатте-асаннесем çамрăк ăру пирки пăшăрханни ахальтен мар. Ачасем _ пирĕн пуласлăх, тĕрек. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани параймасан çемье те телейлĕ пулаймĕ, йĕркесĕр те чирлĕ ачасенчен çитĕннĕ çынсем обществăна усă кỹреймĕç. Çемье _ патшалăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ. Ачана тивĕçлĕ воспитани парасси чи малтан унпа çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕн, хăйĕн тĕпренчĕкĕ ватлăхра тĕрек пултăр тесе, халăхăн чи ырă енĕсем урлă ачана ăс памалла. Халăх педагогики çак ăнлавсене пĕрлештерет _ ĕçченлĕх, ырă кăмăллăх, пĕр-пĕрне чăтасси тата каçарасси, хỹтлĕхсĕр юлнисене пулăшасси, аслă ăрăва сума сăвасси. Воспитанире ку енсене тĕпе хурсан, паллах, ачасенче çынлăх туйăмĕсем вăранасси куç кĕретех. Халăх сăмахлăхĕпе (уйрăмах ваттисен сăмахĕпе, юмах-халаппа, витлешỹ сăмахĕпе) тата хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе витĕм кỹнĕ ачисене ашшĕ-амăшĕ. Чăвашсем ачи-пăчине мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. «Виççĕри хĕр амăшне пулăштăр, пиллĕкри ывăл _ ашшĕне» тени пурнăç девизĕ вырăннех пулнă. Кирек мĕнле ĕçе те хăйсемпе пĕрле ачисене илнĕ: ака-сухана тата тырçине хутăштарнă, ал ĕçне хăнăхтарнă, тирпей-илем çине тимлĕх уйăрнă. Вăхăтне кун çутипе пуçласа хĕвел аничченех ĕçре ирттерекен чăваш кахал-юлхава питлет, пĕтĕмлетỹ тăвать:«Ахаль тăриччен кĕрĕк арки те пулин йăвала». Ырă кăмăллăх _ тỹлек пурнăçăн никĕсĕ, туслăхпа тăванлăх тĕрекĕ. Çакна витĕр туйса пурăнакан ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне хисеплессине, ал парассине ачисенче аталантарнă. Çавна май вăйăра е ĕçре сиксе тухнă хирĕçỹсене татса пама тăрăшнă, пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма вĕрентнĕ. Чăваш психологийĕшĕн вăйли вăйсăррине кỹрентерни _ ют. Кĕçĕнни аслин мăшкăлне тỹсмелле мар, унран хỹтлĕх тупмалла. Амăшĕ е ашшĕ ачи-пăчине ал вăйĕпе ăс пани те вырăнлă мар. Халăх педагогикинче ачасене тĕн урлă ырра вĕрентесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Тĕн йĕрки тăрăх, хỹтлĕхсĕр юлнисене пулăшни _ сăваплă ĕç. Ваттисем çакна ĕлĕкрен вĕт-шакăра ăша хывма пулăшнă. Халăх вĕрентĕвĕн тепĕр тĕп ыйтăвĕ _ çитĕнекен ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентесси. Шел пулин те, хальхи саманара, укçа пуç пулса тăнă тапхăрта, ку ыйту çивĕч. Мула мар, çын чунне мала хума вĕрентсен çеç аслине ун кĕсйи хулăнăшне, пурнăç карьерине кура хакласси чакĕ, çынлăх туйăмĕ тĕп вырăна тухĕ. Пĕр сăмахпа, халăх вĕрентĕвне воспитани ĕçĕнче мала хуни çитĕнекен ăрăва пурнăçăн тупсăмне тĕрĕс тупма пулăшать. Çакна ашшĕ-амăшĕн асра тытасчĕ.
З.СВЕКЛОВА, Палтиел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.