22 марта 2016 г.
«Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса», _ классик çырнă çак йĕркесем мана яланах хавхалану кỹреççĕ. Чăнах та, кăçалхи март (пуш) уйăхĕ ăшăпа савăнтарсах каймарĕ, апла пулин те ялта çуркунне çитни аванах сисĕнет. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи фермерсем паян пикенсех çуракине хатĕрленеççĕ. Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет. О.Хлюкинпа Т.Иванован хуçалăхĕсенче мĕнпур вăрлăха кондицие лартнă пулсан, М.Алексеевпа А.Денисов фермерсем вăрлăха тасатса акма юрăхлă тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Звеносем çутă кунпа туллин усă кураççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли техникăна тĕплĕн юсанă. Механизаторсем çителĕклĕ. О.Хлюкин 60 гектар урпа, 240 гектар çурхи тулă тата 40 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акасшăн. 80 гектар çинчи кĕрхи тулăпа 50 гектар нумай çул ỹсекен курăк- сене минерал удобренийĕпе апатлантармалла. Çывăх вăхăтра 1 тонна люцерна, 4,5 тонна вика тата 8 тонна сĕлĕ вăрлăхне кỹр- се килесшĕн. «Сортсене çĕнетсех тăмалла, _ тет Олег Анатольевич. _ Кивелнĕ вăрлăхпа пысăк тухăç илеймĕпĕр». Т.Иванова фермер 169 гектар, А.Денисов 113,73 гектар, В.Алексеев 146 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Вĕсем çуракине пур енчен те хатĕр. Т.Иванова çывăх кунсенче 15 тонна минерал удобренийĕ туянасшăн.
В.ЯКОВЛЕВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.