22 марта 2016 г.
МАРТĂН 19-мĕшĕнче районти Культура Керменĕнче республика шайĕнчи Ача-пăча пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕ пулса иртрĕ. Мероприятие çамрăксене тăван культурăпа çывăхлатас, ача-пăча ăсталăхне аталантарас тата чăваш чĕлхипе, культурипе пĕчĕкренех интереслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем тата шкул çулне çитмен ачасем хутшăнчĕç. Положенипе килĕшỹллĕн, конкурса хутшăнса ачасем Ю.Энтин сăвăç çырнă пĕр юрă тата тăван чĕлхепе тепĕр юрă шăрантарчĕç. Паллă поэтăн сăввипе хайланă юрă кĕввипе ташлакансем те пулчĕç. Калас пулать, конкурса пĕчĕк «артистсем» тĕплĕн хатĕрленнĕ, янăравлă сассисемпе те, хỹхĕм костюмĕсемпе сумлă жюри членĕсене тĕлĕнтерчĕç. Сцена çинче еплерех тыткалама пĕлеççĕ-ха тата! Конкурсра çак ачасем лауреатсем пулса тăчĕç: _ Ю.Михайлова тата В.Хафизова (Музыкăпа искусство шкулĕ); _ «Антонина» ташă ушкăнĕ; _ А.Ларшникова («Сказка» ача сачĕ); _ В.Красновапа В.Убасева дуэчĕ («Ромашка» ача сачĕ). Çĕнтерỹçĕсен апрель уйăхĕнче район чысне Шупашкарта хỹтĕлемелле пулать. Ăнăçу сире, чăваш ахахĕсем!
А.ПЕТРОВА.