22 марта 2016 г.
«И юр каять, юр каять, çỹп-çап купи хуралать», _ çапла юрланине илтрĕм эпĕ çак кунсенче районти пĕр ялти Культура çуртĕнче. Çак шỹтлĕ юррăн малалли икĕ йĕрки çавнашкал: «Çỹп-çап купи хуралать те йĕри-тавра саланать...» Такмакçăсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе депутатсене тĕксе илни уççăнах палăрать. Вĕсене кăна-и _ ял çыннисене, хамăра та _ намăслантарчĕç сцена çинчен. Çапла, юр кайнă хыççăн тавра- лăх тăруках илемсĕрленни _ пирĕншĕн хăнăхнă курăну. Мĕн кăна пăрахса тултармастпăр-ши хĕл каçа? Пĕри, халапри Сармантей пек, сапласа тăхăнма май пур аттинех кăларса ывăтать, тепри _ çĕтĕк шăлаварне, виççĕмĕшĕ _ чарусăр пăсара мăйне татнă чăххине... Урам мар, пирĕн культурăсăрлăхпа тирпейсĕрлĕх выставки тейĕн. Шăмăршăри кашни урамрах çỹп-çап тăкмалли контейнерсем лартса тухнă. Çакна ырламалла кăна пек. Анчах контейнерсем пĕр-икĕ кунтанах тулса тăкăнни, юнашарах çỹп-çап купи çĕкленни кăмăла пăсать, район центрĕн ятне ярать. «Çỹп-çапа кураксем салатаççĕ», _ тỹрре тухма пăхаççĕ тирпей-илемшĕн яваплă çынсем. Малтан йытăпа кушак çине йăвантараттăмăр, халĕ курак айăплă пек пулса тухать. Эх, мăнтарăн куракĕ, çын чĕлхине ăнлансан, йăмра çинчен пĕрре те анмĕччĕ те... Çỹп-çапа турттарса тăнăшăн пурин те укçа тỹлемелле. Пĕрисем йĕркеллех тỹлесе пыраççĕ пулсан, теприсем яланах «манса каяççĕ». Çапла коммуналлă предприяти умĕнчи парăм 47 пин тенке те çитнĕ. Шывпа усă курнăшăн тỹлеменнине те шута илсен _ 100 пин тенкĕ ытла. Çакă тĕлĕнтерет: укçа тỹлеменнисемех: «Çỹп-çап ăшне путрăмăр!» _ тесе кăшкăрашаççĕ, çăхав çыраççĕ. Техника валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, юсав пайĕсем те кирлĕ вĕт-ха. Енчен, пĕри те тепри укçа тỹлемесен, çỹп-çап турттаракан автомашинăна мĕнпе ĕçлеттермелле? Тỹлев ĕçĕнче çирĕп йĕрке тумаллах. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов принциплă позици тытса пыма палăртать. Кăçал районта тирпей-илемшĕн кĕрешмелли çулталăк пулĕ. Тасалăхшăн тăрăшманнисене текех пуçран шăлса каçармĕç, саккун вăйĕпе усă курĕç. Владимир Васильевич пирĕн халăхăн ăнланулăхне, ĕçри хастарлăхне пысăка хурса хаклать, ырă тĕслĕх кăтартакансенчен ыттисем те лайăх пулма хăнăхасса шанать. Тирпей-илем хамăршăн вĕт-ха, хамăр тăрăшмасан, пирĕн пата килсе никам та тасатса тухмĕ. Курака вара айăплар мар. Тасатса тăнă çĕрте çак кайăк тем чул сиен тăваймĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.