Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв саламĕ сире, пурнăçа илемлетекенсем!

25 марта 2016 г.

МАРТĂН 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршыври культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак уява 2008 çултанпа, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ятарласа кăларнă Указпа килĕшỹллĕн ирттереççĕ. Пирĕн районта 16 клуб, 2 музей, моделлĕ 12 библиотека тата тĕп библиотека шутланса тăрать, вĕсенче 43 культура ĕçченĕ вăй хурать. Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулта- лăкĕсене халалласа, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Акă, кăçалхи иккĕмĕш кварталта «Кинофильмсенчи юрăсем» ятпа районти фестиваль иртмелле. Çавăн пекех «Çын ĕçпе мухтавлă» ятпа агитбригадăсен конкурсĕ пулать. «Пултарулăх ĕçĕн мухтавлă çулĕ» творчество каçĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене чыслĕç. «Тăван енĕм, манăн ентешĕмсем» электрон презентацийĕн конкурсĕ те интереслĕ пулмалла. Ĕç династийĕсене чыслакан конкурссем районти кашни культура учрежденийĕнчех иртеççĕ. Пирĕн районти культура ĕçченĕсем халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» тата ытти фестивальсене те хастар хутшăнаççĕ. Пултарулăх коллективĕсен ĕçĕ вĕресе кăна тăрать, вĕсем ял пурнăçне ытарайми илем кỹреççĕ. Уяв ячĕпе саламлатпăр сире, культура ĕçĕнче ывăнма пĕлмесĕр тăрăшакан хисеплĕ çынсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика