Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ вĕрентекен

25 марта 2016 г.

Хисепе тивĕçнĕ вĕрентекен

ХАРИТОН ЯКОВЛЕВ 1936 çулта Кивĕ Шăмăршă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнчи выçăллă-тутăллă çулсене лайăх астăвать. Ашшĕ вăрçăра фашистсене хирĕç çапăçнă, 1945 çулхи кĕркунне госпитальтен хăрах алăллă инвалид пулса таврăннă. Темле йывăр пулсан та, вăл хăйĕн ывăлне вĕрентме тăрăшнă. Ăнкаруллă, пултаруллă Х.Яковлев (артист пулас ĕмĕт та пулнă) 1954 çулта Шăмăршăри вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ, анчах та малалла вĕренме май пулманнипе, Мускав облаçне торф кăларма кайнă. Çапла 6 çул хушши тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ унăн: тăван колхозра та, райпора сутуçăра та, районти ĕçтăвкомра та. Телее, 1960 çулта ăна Баскакри 7класлă шкула ачасене вĕрентме яраççĕ. Çивĕч ăс-тăнлăскер, вăл унта ют чĕлхе, рисованипе юрă урокĕсемсĕр пуçне пур предмета та ертсе пырать, вĕрентỹ ĕçĕ чунне çывăх пулнине туйса илет. Çакă малашлăх çулне суйласа илме пулăшнă та çамрăка. Çав çулах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори тата вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне, экзаменсенче пысăк балл пухса, вĕренме кĕнĕ. Чăн-чăн телейлĕ самант пуçланнă унăн тумхахлă пурнăçĕнче. Лайăх паллăсемпе вĕреннипе пĕрлех тинех хăйĕн пултарулăхне аталантарма та çул уçăлнă. Хор, ташă кружокĕсене çырăнать, спорт секцийĕсене те _ йĕлтĕр, çăмăл атлетика, волейбол, гимнастика _ çỹреме тытăнать, институтри тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Унсăр пуçне хастар студента факультетри комсомол организацийĕн секретарĕ пулма та суйлаççĕ. Пĕр енчен _ питĕ интереслĕ, тепĕр енчен _ пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыма çăмăлах та мар. Уйрăмах çурма тăлăха (ашшĕ вăрçă хыççăн нумай пурăнайман) укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулнă. Каçсерен вакун пушатма çỹренĕ, çур ставкăпа общежитире паспортист тивĕçĕнче ĕçлеме те вăхăт тупнă. Çуллахи каникулта колхозра икĕ çул машинăпа, виççĕмĕш çулне лашапа лавçă пулса вăй хунă. Çавах та савăнăçĕ ытларах пулнă _ студентсен юрă-ташă ансамблĕпе Хусана, Чулхулана, Йошкар-Олана концертпа тухса çỹрени мĕне тăрать! 1964 çулта, алла диплом илсен, Харитон Константинович Васанти тулли мар вăтам шкулта учитель пулса ĕçлеме тытăнать. Анлă тавракурăмлă çамрăк педагога тепĕр çулталăкранах директор тивĕçне шанса параççĕ. Унăн тỹрех шкул çуртне çĕнетес енĕпе ĕçлеме тивнĕ _ халăх пулăшнипе ял варринчи кивĕ çуртсене пуçтарса вăтам шкул çурчĕ тума пултарнă. Пултаруллă руководителе часах районти вĕрентỹ пайне чĕнсе илеççĕ, унта вăл (1969-1975 çулсенче) методкабинет пуçлăхĕнче, каярах 5 çул РОНО ертỹçинче ĕçленĕ. Çак тапхăрта Шăмăршăри вăтам, Чукалти, Патирекри, Пуянкассинчи 8 çул вĕренмелли шкул çурчĕсем çĕкленнĕ. 1976 çулта вăл Васанти вăтам шкула таврăннă _ каллех ертỹçĕ тивĕçĕнче. Кунта вара 18 çул - пенсие тухичченех - ĕçленĕ. Çак хушăра вăл ертсе пынипе кирпĕчрен 2 хутлă çĕнĕ шкул çурчĕ, учительсем пурăнмалли çурт, Ярăславра 4 класлă пуçламăш шкул туса лартнă. Пенсие тухсан та канма памаççĕ-ха ăна _ Карапай Шăмăршăри «Елочка» ача-пăча санаторийĕнче тĕп врачăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тата 4 çул тăрăшнă. Кун хыççăн та Васанти вăтам шкулта 6 çул историпе обществознани предмечĕсене вĕрентнĕ. _ Ман пурнăç шкулшăн, ачасемшĕн иртрĕ. Хамран мĕн килнине веçех тума тăрăшнă, нихăçан та пуçа усман, _ çапла аса илет иртнине педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Çапла, 42 çул вĕрентỹ ани çинче вăй хунă Харитон Кон- стантинович. Çак самантра вăл РСФСР çутĕç отличникĕ тата ял-йыш, район хисепне тивĕçнĕ педагог пулса тăчĕ. Ку кăна та мар, халĕ вăл педагогсен çемье династийĕн пуçлăхĕ те. Мăшăрĕпе _ математика учителĕ пулса ĕçленĕ Елизавета Яковлевнăпа _ 5 ача çитĕнтернĕ вĕсем, кашнинех пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Виçĕ ачи _ Руслан, Ирина, Сергей _ учитель профессине суйласа илнĕ. Икĕ кинĕпе кĕрỹшĕ те педагогсем. Паянхи кун хĕрĕ, икĕ кинĕ тата кĕрỹшĕ районти шкулсенче ачасене вĕрентеççĕ, аслисен пархатарлă ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсен çемье ĕç стажĕ 175 çулпа танлашать. Темле йывăр самантра та алă усса ларман хĕрỹ чĕреллĕ педагог. Кивĕ Шăмăршăри фольклор ансамбльне те 10 çул ытла ертсе пынă. Яланах халăх хушшинче пулнă _ ахальтен район, ял Совет депутачĕ пулма тăтăш суйламан пулĕччĕç. Савăнать Харитон Константинович ачисемпе, 17 мăнукĕпе. Халăхра ырăпа кăна калаçаççĕ вĕсем çинчен. Мул пухма мар, ĕçчен те сăпайлă пулма вĕрентнĕ вĕсем ачисене мăшăрĕпе. Халĕ ĕнтĕ мăнукĕсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ: пурте тăрăшуллă, пултаруллă. Çакăнтан хакли пурнăçра тата мĕн пултăр? Ватлăхра çакă _ чăн-чăн телей. Тавах Сире, хисеплĕ Учитель, ырă ĕçĕрсемшĕн. 80 çулхи юбилей ячĕпе Сире ырлă-сывлăх сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика