Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сухан _ лавккара, мăян _ пахчара…

25 марта 2016 г.

Сухан _ лавккара, мăян _ пахчара…

ШĂМĂРШĂРИ «Магнит» лавккара хам лайăх паллакан çынна тĕл пултăм. Ватă мар-ха вăл, аллă çултан тинтерех çеç иртнĕ. Пилĕк килограмм сухан, икшер килограмм кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туянчĕ. Çĕрулмине тытса пăхкаларĕ.

_ Килти пахчара ỹстерместĕн-им? _ интереслентĕм эпĕ. _

Пахчаçимĕçпе нушаланас килмест, _ терĕ вăл. _ Лавккара пур вĕт, мĕншĕн çу хута çум çумласа тата шăварса пилĕке авмалла? Арăм та, ачасем те çавнах калаççĕ.

_ Ютран илсе килни шанчăклах мар вĕт-ха, химипе виçесĕр усă курнăран, пахчаçимĕçре нитрат виçи çав тери пысăк теççĕ, _ паллакан çынпа килĕшесшĕн пулмарăм эпĕ. _ Тата эпир ялта пурăнатпăр вĕт, хăв аллупа туса илнĕ çимĕçрен тутлăраххи те усăллăраххи урăх ăçта пур?

Текех калаçса тăрас килмерĕ унпа, кăмăл пăсăлнипе пăрăнса утрăм. Пулаççĕ вĕт çынсем, ĕмĕр тăрăшшĕпех янтипе кăна пурăнма тăрăшаççĕ. Уйрăм çуртра пурăнаççĕ, юнашарах çĕр лаптăкĕ те пур, анчах ним те çитĕнтермеççĕ. Чăх-чĕп те усрамаççĕ пĕреххут. Пахчинче, пахчаçимĕç вырăнне, çумкурăк ашкăрса ỹсет.

Ĕлĕкрех çĕрулми йăранĕ çинче ăнсăртран пĕр мăян курăнсан та çынран вăтанаттăмăр, хăвăртрах çумласа пăрахма тăрăшаттăмăр. Халĕ хăнăхса çитрĕмĕр пулмалла. Хăш-пĕр пахчара вăрман пек мăянпа пиçен кашласа ỹсет, ял ятне ярать. Хуçисем ĕçлейми чирлĕ çынсем пулсан килĕшме те пулĕччĕ, вăй питти арçынпа хĕрарăм (çитĕнсе пыракан ачисем те пур) пахчине тухса та курманни чуна ыраттарать.

Журналист ĕçĕпе районти кашни ялтах, кашни урамрах пулма тивет. Пушă çуртсемпе çумкурăк ашкăрса ỹсекен пахчасем нумаййи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кăштах та пулин пăшăрхантарать-ши? Çак çуртсен хуçисем те пур пуль, хулара пурăнса ял тĕлне те мансах кайнă-тăр, çапах та вĕсене шыраса тупмаллах! Çуртне вутта та пулин сутчăр, тен, вырăнĕшĕн туянакан та тупăнĕ. Кивелсе çитнĕ, ишĕлме пуçланă çуртсемпе пушă пахчасем ял чысне, район ятне, çакăнта ватăлса çĕре кĕнĕ атте-аннепе асатте-асанне ятне яраççĕ.

Çуркунне çитнĕ май, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен, депутатсен çĕр ыйтăвĕпе уйрăмах интересленмелле. Акăнмасăр пĕр пахча та ан юлтăр тесе тăрăшмалла. Кахал çынсен çĕрне туртса илсе ĕçченнисене уйăрса памалла. Çакăн пек тума саккун та хушать.

Тата тепĕр ыйтăва та хускатас килет манăн. Хальхи вăхăтра хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ шкулта ачасене çитерекен апат хакĕ пысăк тесе кăмăлсăрланать. Пахчаçимĕçе шкул хăй çитĕнтерсен, апат хакĕ нумай йỹнелĕччĕ. Лавккаран туяннипе укçа-тенке перекетлеймĕн, тата пиртен таçта аякран илсе килнĕ кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, ытти пахчаçимĕç ачасен сывлăхне сиен кỹмĕ тесе никам та шантараймĕ.

УРАМПА иртсе пынă май, хăнăхнă йăлапа эпĕ çурт чỹречисем çине тинкеретĕп. Чỹрече сакки çинче помидор е тутлă пăрăç, чечек калчи çи- тĕнтернине курсан, чун савăнать. Çавăн пекех теплица вырнаçтарса лартнă пахча та кăмăла çĕклет. Мĕншĕн кашни çемьех тăрăшмасть-ха пахчаçимĕç туса илме? Ачасем те ĕç çумне çыпăçса ỹсĕччĕç, витаминлă апат-çимĕç сывлăхăмăра тĕреклетĕччĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика