29 марта 2016 г.
МАРТĂН 24-мĕшĕнче район администрацийĕнче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çул-йĕр тăвакан-юсакан организацисен ертỹçисем, право йĕркине сыхлакан органсемпе МЧС представителĕсем хутшăннă. Ларура 2015 çулта тата кăçалхи икĕ уйăхра çул-йĕр çинче пулнă аварисене тишкерсе тухнă, районти çулсен пахалăхне хак панă тата водительсем вĕрентсе хатĕрлес ĕç мĕнле пынине сỹтсе явнă. Çуркуннехи тапхăрта çул-йĕр нумай сиенленнине-ваннине шута илсе, комисси апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 30-мĕшĕччен районти çулсем çинче йывăр транспорт хатĕрĕсене çỹретме чармалла тесе йышăннă. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсене те вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче йывăр транспорт хатĕрĕсем çỹрессине вăхăтлăха чарма, çулсем ан ванччăр тесе тимлĕхе ỹстерме сĕннĕ. «Çулсене упрасси, вĕсене юсавлă тытасси _ кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусен шутĕнче», _ палăртнă комисси членĕсем. Юсав ĕçĕсем валли укçа нумай тăкакланать, шăтăк-путăк çул авари пулас хăрушлăха та ỹстерет.
А.ПЕТРОВ.