Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хыççăн çурт

29 марта 2016 г.

Чăваш Ен телеэкранĕсем çине «Пирĕн Республика. Тĕп тема» программа çĕнĕрен таврăннине эпĕ ырласа йышăнтăм. Хальхинче калаçу çурт-йĕр тăвас ĕçе хăвăртлатасси тата строительство пахалăхне лайăхлатасси çинчен пычĕ. Пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та пĕлтĕр строительство ĕçĕсем анлă пулса пычĕç. Финанссен мĕнпур çăлкуçĕпе усă курса, çулталăкра 13003 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çак шутра экономкласс йышшине _ 1888 тăваткал метр чухлĕ. 2013-2015 çулсене пĕрле илес пулсан, пурĕ 41,4 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă. Граждансене авари пулма пултаракан кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçармалли республика программипе килĕшỹллĕн, 2015 çулта 101 çынна çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Çапла вара, республика программин иккĕмĕш тапхăрĕ валли палăртнине туллин пурнăçларăмăр. 2016 çулта нумай хваттерлĕ икĕ çурта (пурĕ 1737,6 пин тенкĕлĕх) тĕпрен юсама палăртнă.

В.НИКИФОРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика