29 марта 2016 г.
ÇАК кунсенче район администрацийĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешекен, право йĕркине пăсасран профилактика ĕçне туса пыракан тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Петьков ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район прокурорне пулăша- канĕ Алексей Михайлов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Ларура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем наркотиксемпе усă курнине хирĕç тата право йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе профилактика ĕçне мĕнле туса пыни çинчен пĕлтернине итленĕ. Çакна палăртнă: хăшпĕр ырă улшăнусем пур пулин те, право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пĕтмен-ха. Çавăнпа та районта профилактика ĕçне пĕр тĕллевпе туса пымалла. Эрех-сăра ĕçнине, наркотиксемпе усă курнине, табак туртнине татăклăн сивлекен пропаганда ĕçне вăйлатмалла. Профилактика ĕçĕнче спорт тата культура учрежденийĕсен вăйĕпе анлăн усă курмалла, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.
Н.ТЕПИТОВ, полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ.