29 марта 2016 г.
ТЕМШĔН, ваттисен ăслă сăмахĕсене шута илме юратмастпăр эпир. Акă, «Тăван тăварпа пиçет» тенинех илер. Çамрăксем çакна ăнлансах та каймаççĕ пулĕ. «Тăван яшка мар вĕт, мĕнле пиçтĕр-ха тăварпа?» _ текенсем те тупăнĕç.
Ваттисем вара питех те тĕрĕс каланă. Йышлă ача-пăчаллă çемьере, пыра-киле, тăван та нумай пулать. Тăван ĕçкĕ-çикĕре савăнма çеç мар, пĕр-пĕрне ĕçре пулăшма та, хуйха-суйха пĕрле пайлама та кирлĕ. Ку вăл _ пурнăç чăнлăхĕ.
Анчах та хальхи вăхăтра урăхла тĕслĕх те нумай тĕл пулать. Пĕр çемьере ỹссе çитĕннĕ çынсем те ютшăнаççĕ, пулăшу ыйтсан, кỹрентерсе пĕтереççĕ. Упăшки _ арăмĕнчен иртеймест, арăмĕ _ упăшкин тăванĕсене юратмасть. Çапла атте-анне пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пехиллени те манăçать, пĕр çуртра выляса-кулса ỹснĕ тăвансем тĕл пулма та пăрахаççĕ.
Çакăн айăпне ăçта шырамаллине те пĕлмелле мар: самани çапла пăсăлса кайрĕ-ши е пурнăç хăй иртĕхтерет? Тăвансене çуралнă кунпа саламлама та манатпăр, телефон номерĕсене те пĕлместпĕр. Аллăмăра чĕре çине хурса калар-ха: Çĕнĕ çул ячĕпе миçе тăвана саламларăмăр? Хамăр шăнкăравламасан, ырлăх-сывлăх сунмасан, пире те кам саламлĕ?
Редакцие Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан ватă хĕрарăм килни халĕ те асра. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем мăшăрĕпе. Çемье пуçĕ, йывăр чирлесе, аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕнĕ. Йывăр пулсан та, хĕрарăм ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ пиллĕкĕшĕ те çемьеллĕ, тĕрлĕ хулара ĕçлесе пурăнаççĕ.
«Çулталăкра пĕрре те килсе курмаççĕ ман патăма, _ чунтан хурланса калаçрĕ ватă çын. _ Хулари адресĕсене те пĕлместĕп. Хам чирлесе тăратăп, тепĕр чух вырăнпах выртатăп. Вилес пулсан та, пытарма чĕнсе илеймĕç. Ачасен адресĕсене хаçат урлă шыраса тупаймăр-ши тесе килтĕм сирĕн пата».
Нимпе те пулăшаймарăм карчăка. Полици ĕçченĕсем патне кайма сĕнтĕм çеç. Район хаçачĕ Шăмăршă тăрăхĕнче кăна саланать вĕт-ха, унăн ачисем эпĕ çырнине вулаймĕç те. Енчен, вулас-тăвас пулсан та, вĕсен чĕрисенче тăванлăх туйăмĕ вăранасси иккĕлентерет.
«Халĕ тăванпа килĕштерсе пурăнасси модăра мар, кỹршĕпе, кумсемпе, хăта-тăхлачăпа лайăх пурăнмалла», _ лĕх-лĕх кулса каларĕ Виçпỹрт Шăмăршăри пĕр пĕлĕшĕм. Чуна йывăр пулсан та, ун сăмахĕнче тĕрĕсси пурах. Шăпах вăл каланă пек пурăнать те нумайăшĕ. Тăвансем манăçса пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕ хыççăн ачисем те хăйсен йăх-несĕлне манаççĕ.
«Мĕнле пурăнатăн-ха, тăванăм? Сана пулăшу кирлĕ мар-и?» _ çак сăмахсене калама вĕрентнĕ пире ĕлĕкхи ватăсем. Мĕншĕн манатпăр-ха ăс панине, пĕр-пĕринчен ютшăна-ютшăна чĕресем чулланма пуçланине мĕншĕн сисместпĕр?
Ив.САЛАНДАЕВ.