Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрла, тăван, юрла…

29 марта 2016 г.

Юрла, тăван, юрла…

МАРТĂН 23-мĕшĕнче районти Культура Керменне халăх йышлăн пухăнчĕ _ кунта ял тăрăхĕсен пултарулăх смотр-отчетĕнче палăрнă артистсем килнĕ. Кăçал 16 илемлĕ пултарулăх коллективĕ хутшăннă çак фестивале. Пурне те гала-концерт программине кĕртеймен хальхинче _ пур юрра-ташша курса пĕтерме çурхи каç та çитмĕ. Тулли программăна Акатуйра курса киленĕпĕр.

Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалланă чаплă концерта Палтиелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен квартечĕ «Это Россия» юрăпа уçрĕ. Палтиелсем «çемье ансамблĕ», «трио» номинацисенче те пултаруллă иккен _ Долговсен çемйи ирçе халăх юррипе, хĕрарăмсен ушкăнĕ «Чăваш çапла ташлать» юрăпа куракансене савăнтарчĕç.

Пуянкассисем халăх инструменчĕсен ансамблĕпе, «Аххаяс» фольклор ушкăнĕпе концерта илем кỹчĕç.

Карапай Шăмăршă артисчĕсем те пултаруллă пулни курăнчĕ. Вĕсем «хутăш ансамбль», «хĕрарăмсен ансамблĕ» номинацисенче çĕнтернĕ, халĕ те куракансене çепĕç юрăсемпе тыткăна илчĕç. Хĕрарăмсен хỹхĕм ташши пурин кăмăлне те кайрĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи юрă-ташă ăстисем кăçал нихçанхинчен пултаруллăрах пулчĕç пулмалла. Унти вăтам шкулта ĕçлекенсем «Аюшки» юрăпа кăмăл- туйăма çĕклерĕç. Асанкассинчи фольклор ушкăнĕ «Утă çинче» программăпа ĕлĕкхи вăхăта асра юлмалла сăнласа кăтартрĕ. Çавăн пекех «Сарпике» лавккара ĕçлекенсем кулăшпа савăнтарчĕç. «Распрягайте, хлопцы, коней» ташă вара кашнинех савăк кăмăл парнелерĕ.

 Анатчаткассен «Шурăмпуç» ансамблĕ те яланхи пекех чăваш халăх юррисене илемлĕ шăрантарчĕ. Н.Ильина солисткăн «Юрла, тăван!» юрри залра ларакансене чăннипех те янăравлăхĕпе тыткăнларĕ, савăнтарчĕ.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи фольклор ушкăнĕ те «Айли-айли» юррипе концерт программине пуянлатрĕ.

Кивĕчукалсем кăçал «хутăш ансамбль», «соло», «дуэт» номинацисенче çĕнтернĕ, вĕсем сцена çине тухсан залра ларакансен сăн-пичĕ хаваслăхпа тулчĕ. Çак ялти асаннесен юрă ушкăнĕ те питех те маттур.

Васансем вара сцена çинче чăн-чăн артистсем. Çитĕннисен ташă ушкăнĕ кăна 2 ташă кăтартма тивĕçнĕ: «Смуглянка» тата «Кадриль» (руководителĕ А.Смаева).

Чукалсем те юрă-ташă ăсталăхĕпе ыттисенчен пĕрре те кая пулмарĕç, арçынсен ансамблĕ «Хвастать, милая, не стану» юрра икĕ сасăпа юрласа тĕлĕнтерчĕ. «Хутăш ансамбль» тата «дуэт» номинацире те палăрнă вĕсем.

Шăмăршă ял тăрăхĕнчен концерта «Ромашка» ача садĕнче ĕçлекенсем хутшăнчĕç _ «Гадалки» юрăпа савăнтарчĕç.

Кану каçне çакнашкал хавас ирттерме, паллах, ял тăрăхĕсен ертỹçисем пулăшаççĕ. Вĕсем хăйсем те ял-йышпа пĕрле ташă-юрра хутшăнаççĕ, ыттисене хавхалантарса тăраççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ район администрацийĕн социаллă аталану пайĕнче ĕçлекен А.Петрова специалист çак енĕпе уйрăмах хастар Ю.Ильинпа (Васан) Г.Чугунова (Чукал) Хисеп грамотипе чысларĕ. Куракансем килĕсене хавас кăмăлпа саланчĕç. 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика