29 марта 2016 г.
НАРКОМАНИ вăл _ чир кăна мар, хăрушă наркăмăш тыткăнне кĕрсе ỹкни. Наркотикпе усă куракан çын хăйĕнче мĕн лайăххи пур _ пурне те тĕп тăвать, юлташĕсене, çемйине, юратнă ĕçне, телейне çухатать.
Наркомани çын пурнăçне çамрăклах туртса илет, организма пĕр шелсĕр аркатать. Ахальтен мар ĕнтĕ наркотике пĕтĕм тĕнчипех «пĕрремĕш номерлĕ тăшман» тесе хаклаççĕ. Çак наркăмăш путлăхне çамрăксем ытларах та ытларах çакланни пурне те хăратма тивĕç. Наркотикпе усă курма пуçланă çынсем, ытларах чухне, пĕр çулталăк та пурăнаймаççĕ. Унччен «юман пек» çирĕп пулнисем те темиçе çултан пĕкĕ пек авăнса лараççĕ, хăрушă чирпе асапланаççĕ. Н а р к о м а н и р е н сыватма çав тери йывăр, пин тĕслĕхрен пĕри çеç ăнăçлă пулма пултарать. Çавăнпа та наркотикпе пĕрре те усă курмалла мар, ыттисене те асăрхаттармалла. Физкультурăпа тата спортпа туслашмалла, илемлĕ литературăпа интересленмелле, пурнăçа юратмалла.
А.МОЛОСТВОВ, районти тĕп больницăри врач-невролог.