01 апреля 2016 г.
ТĂРИ юрриллĕ хирсенче трактор сасси илтĕнме тытăниччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Çак тапхăра ял ĕçченĕсем çине тăрса хатĕрленеççĕ _ çуракине вăхăтра ирттермелле вĕт. Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11650 гектар акса хăварма палăртнă. «Иккĕмĕш çăкăр» та манăçа юлмĕ _ çĕрулми лаптăкĕсене 1290 гектара çитересшĕн. Пахчаçимĕçпе выльăх апачĕлĕх культурăсен лаптăкĕсем те пĕлтĕрхи шайран ỹсмелле. Пĕлтĕр кĕр тыррисене 2050 гектар акса хăварнăччĕ. Вĕсем лайăх хĕл каçни курăнать. Çураки ирттерме паха вăрлăхсем кирлĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 2078 тонна пур, вĕсенчен 90 проценчĕ _ кондициллисем. Çавăн пекех, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене 85 тонна, çĕрулми вăрлăхне 40 тонна туянма палăртнă. В.Юманов, А.Денисов, О.Хлюкин хресчен (фермерхуçалăхĕсем 35 тонна вăрлăх илме Çĕрпỹри Наукăпа тĕпчев институчĕпе килĕшỹ тунă. Хăшпĕр фермерсем те кăçал çĕрулми вăрлăхне çĕнетесшĕн. Паянхи куна илес пулсан, «Искра» ялхуçалăхĕпе производство кооперативĕнче, «Колос» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăра, О.Хлюкин, В.Симурзин, А.Юнкеров, Т.Иванова, Г.Макаров фермерсен хуçалăхĕсенче вăрлăхсен пахалăхĕ 100 процент. Минерал удобренийĕсемпе усă курмасăр та тухăçа ỹстереймĕн. Çуракине ирттерме «çĕр çăкăрне» хальлĕхе 365 тонна кỹрсе килнĕ, хуçалăхсенче çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем 165 тонна пур. Кăçалхи çуракине 76 трактор, 32 автомашина, 32 сеялка, 48 культиватор тата ытти кăкарса ĕçлемелли агрегатсем хутшăнмалла. Техникăна юсас ĕç вĕçленсе пырать, 94 проценчĕ ĕççине хутшăнма хатĕр. Çураки ирттерме 8,5 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Пилĕк хуçалăхра 5 миллион тенкĕ таран кредит илесси вĕçленсе пырать. Çавăн пекех, ялхуçалăх продукчĕсем хатĕрлекенсем валли района 3 миллион тенкĕ ытла субсиди килсе çитнĕ. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Хăшпĕр хуçалăхсенче çуракине хутшăнма механизаторсене, сеяльщиксене явăçтарас ыйтăва вăраха тăсмалла мар. Кăçалхи çураки ăнăçлă, вăхăтлă иртессе шанас килет. Çанталăк çеç ан чăрмантартăрччĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ , район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи.