Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă вĕрентекенĕмĕр _ 90 çулта

01 апреля 2016 г.

ĔМĔР пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Унăн сакки пуриншĕн те сарлака. Акă Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕн Çỹлтикас урамĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Агафья Васильева 90 çул тултарать. Вăл тĕрлĕ самана тăвăлĕ витĕр тухса хура-шурне пайтах курнă.

1926 çулхи март уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Агафья Петровна. Ашшĕпе амăшĕ ялта вăтам хресченсем шутланнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, çĕрпе те пĕлсе усă курнă. Иртен пуçласа каç пуличчен хирте тар тăкнă, ачисене те тăван çĕре юратма вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах вĕсене вĕрентесси çинчен те шутланă.

Укахви пĕчĕкрен пурне те пĕлме, курма тăрăшнă. 1933-1940 çулсенче Васанти 7 класлă шкулта пĕлỹ пухнă. Питĕ тăрăшса вĕреннĕ, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, пĕчĕкрен учитель пуласси çинчен ĕмĕтленнĕ. Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕресчĕ тенĕ. Иван ятлă тетĕшĕ те педучилищĕре «5» паллăсемпе вĕреннĕ. Çакна аса илсен Агафья Петровна хăйне алла илеймерĕ, куççулĕ шăпăртатрĕ те шăпăртатрĕ.

_ Тете вĕренỹре малтисен ретĕнче пулнăран мăнаçланаттăм. Анчах телейĕ пулмарĕ. Çул çинче шăнса пăсăлнăран эрне хушшинче çĕре кĕчĕ. Çемьешĕн пысăк çухату пулчĕ ку. Анне ялан йĕретчĕ, хуйхăрнипе чирле пуçларĕ. Мана педучилищĕне вĕренме ярасшăн пулмарĕ. Çакна илтсен пирĕн пата Евдокия Архиповна Терентьева килчĕ. Ман юратнă учитель аннепе чылайччен калаçрĕ:

_ Санăн хĕрне вĕрентмеллех, вăл питĕ пултаруллă, _ терĕ .

Анне вара ỹкĕте кĕчĕ. Мана Шăмăршăри вăтам шкула кайма чармарĕ.

Агафья Петровна кашни кун Шăмăршă вăтам шкулне çăпата сырса пылчăклă çулпа утнă. Чи йывăр вăхăтра вĕреннĕ вăл. Çĕршывра юнлă вăрçă алхаснă, пурнăç калама çук хĕсĕк пулнă.

Агафья Петровна ассăн сывласа илчĕ те çав вăхăтри пурнăç çинчен калама пуçларĕ:

_ 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вăрçă пуçланса кайрĕ те, пире Улатăр районне окоп чавма илсе кайрĕç. Çанталăк калама çук сивĕччĕ. Алсиш тăхăннă пулин те пỹрнесем туйми пулатчĕç. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тума лекетчĕ. Çĕр чул пек шăнса ларнăччĕ. Çĕлĕк пысăкăш çĕре те хăйпăтма йывăрччĕ. Çамрăкскерсем, епле чăтрăмăр-ши?

Улатăртан таврăнсан шкулта вĕренме тытăнтăмăр. Класра сивĕччĕ, хутма вутă çукчĕ. Пире те вутă хатĕрлеме илсе каятчĕç. Шкул урайне те хамăрах çăваттăмăрччĕ, вутă та çураттăмăрччĕ. Шкулта тумтирпех лараттăмăр. Кĕнекесем çитместчĕç. Тетрадь çуккипе кĕнекесем çине çыраттăмăр. Чернил та çукчĕ. Çип пĕветмелли сăрăпа е хăрăмпа усă кураттăмăр.

Çăва тухсан пире, 16-ри хĕрсене, Хусанпа Чĕмпĕр хушшине чукун çул тума илсе кайрĕç. Васан ялĕнче те хĕрарăмсен бригадине йĕркелерĕç, мана бригадира суйларĕç. Рельсăсем хывмашкăн çула çĕклесе наçилккапа тăпра йăтаттăмăр. Çап-çамрăк хĕрсене питĕ йывăра килетчĕ. Алă-ура ырататчĕ, çĕтĕк пиншак витĕр сивĕ çил шăмăсем патнех çитетчĕ. Пурпĕрех чăтнă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Агафья Петровна йывăр вăхăтра вăтам шкул пĕтернĕ, куçăмлă майпа Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕ. Çав вăхăтрах 1943 çулта Васанти 7 класлă шкулта физикăна тата математикăна вĕрентнĕ. Унсăр пуçне колхозра та ĕçленĕ: çурлапа тырă вырнă, тăпачпа çапнă. Каçхине те час çывăрма выртман _ чăлха-нуски, алсиш çыхнă, фронта посылкăсем ăсатнă.

1944 çул чи йывăрри пулнă. Мĕн кăна чăтса ирттерме тивмен-ши ялти çынсене? Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман-ха. Учительсем уйăха 300-400 тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Пĕр михĕ çăнăх 600 тенкĕ тăнă.

Агафья Петровна яваплăха туйса ĕçлекен учитель пулнă. Ачасене тарăн пĕлỹ пама тăрăшнă, кăсăклантарма пĕлнĕ, ваттисене хисеплеме вĕрентнĕ. Шкул коллективĕ ăна хисепленĕ. Хастар педагога 1950-1953 çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.

1970 çулта пархатарлă ĕçре пĕтĕм вăй-халне парса вăй хунăшăн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. Ял халăхĕ хушшинче те вăл сумлă учитель шутланнă. Анчах та Агафья Петровнăн пурнăç шăпи ăнман: тăватă хĕрне пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Вĕсене пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пултарнă. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче _ учителĕ, врачĕ, сутуçи! Икĕ хĕрĕ медицина наукин кандидачĕсем. Анчах та кĕçĕн хĕрĕ сарăмсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ...

Агафья Петровнăн пурнăçĕнче савăнмалли те, кулянмалли те нумай пулнă.

_ Хамăн пурнăçшăн пĕрре те кулянмастăп. Мана юратнă ачасем, мăнуксем пуçа усма памарĕç, пурăнма хавхалантарса тăчĕç. Халĕ, хĕллехи вăхăтра, хĕрсем патĕнче хулара пурăнатăп, çуркунне вара тăван яла таврăнатăп. Ачасем килсех тăраççĕ. Юратнă ачасен ăшшине туйса татах пурăнасчĕ-ха, çут тĕнче нихăçан та йăлăхтармасть, _ вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне 90 çулхи педа- гогика ĕçĕн ветеранĕ Агафья Петровна Васильева.

 Р.СМАЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Васан ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика