05 апреля 2016 г.
«ÇĔНĔ шăпăр çĕнĕлле шăлать», _ текенсем те пур пуль. Çапах та район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, акана тухас умĕнхи тĕп канашлăва пуçтариччен, кашни хуçалăха çитсе çĕр ĕçченĕ- семпе тĕл пулнине ырламалла кăна. Пысăк йыш _ ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн специ- алисчĕсем, банксен яваплă çыннисем тата ыттисем те _ иртнĕ эрнекун çуракине ăçта мĕнле хатĕрленнине куçпа курса ĕненчĕç. Камăн мĕнле çĕнĕлĕх пур? Хуçалăхсенче тырпул тухăçне мĕнле майпа ỹстерме шухăшлаççĕ? Йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал çитĕ-и?
Йышпа пĕрле ялсем тăрăх çỹресе Владимир Васильевич урамсен тирпейлĕхĕпе те интересленчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен юр айĕнчен тухакан тасамарлăхшăн пите хĕретме тиврĕ. Пуянкассипе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсем вара вăрман делянкине аса илтереççĕ.
1. Çĕр-аннен ачисем «ФЕРМЕРА хуть те хăçан та çил хирĕç вĕрет», _ теме юратать Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин. Паллах, çак сăмахсене шỹтлесе калать-ха вăл, анчах хуть те мĕнле шỹтре те чăнлăх пурах. Фермерăн пĕчĕк автобусĕпе хуçалăхсем тăрăх çỹренĕ май, çумра ларакансем паянах чунпа уй-хирте пулнине туйрăм. Пĕрне соляркăпа бензин хакĕсем тăруках ỹссе кайни пăшăрхантарть. Юсав пайĕсем те хаклă. Патшалăх кредит пама шантарать-ха, анчах ăна илес тесен çĕр те пĕр чăрмав урлă тухма тивет. Тепĕр фермер, акă, çĕнĕ трактор туянма ĕмĕтленет. Виççĕмĕшĕ _ комбайн илесшĕн... Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин кĕр тыррисен пĕр пайĕ _ икçĕр гектара яхăн _ шăнса пĕтнишĕн пăшăрханать. Çак лаптăксене пăсса çурхи культурăсем акма тивет. Каллех _ кĕтмен тăкак. «Восход» хуçалăхăн çĕнĕ ертỹçи Олег Алексеев кăçал хуратул ытларах акса ал-ура çавăрасшăн. Çак хаклă культура сахалтан та 80 гектар йышăнĕ. Сутмалăх та 4 тонна вăрлăх пур. Автобусра ларакансене çак сĕнỹ хытă интереслентерчĕ. «Хуратул аксан _ хур курмăн», _ темен-и-ха ваттисем?
2.Удобренисĕр тухăç илейĕпĕр-и? «ШАНС» ООО ертỹçи Валерий Еремеев уй-хир ĕçĕсене ирттерме çултан çул йывăрланнăçем йывăрланса пынине палăртрĕ. Патшалăх çине шанма çук, хăв тăрăшмасан, сана никам та пулăшмĕ. Акă, хуçалăх халлĕхе çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, минерал удобренийĕсем те туянайман-ха. Укçа çук. Шырамалла, тупмалла. Акана тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ. «Искра» хуçалăхра та минерал удобренийĕсем хатĕрлеймен. Хакĕсем питĕ пысăк-çке, мĕн сутса туянмалла вĕсене? Кооператив ертỹçи Менир Хамдеев малашне ешĕл удобренире çеç çăлăнăç курать. Сиде- ратсем ытларах аксан, чечеке ярас умĕн сухаласа пăрахсан, кашни гектар çĕр 30-45 тонна органикăпа е 120-180 килограмм азотпа пуянланать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та пирĕн хирсен «тухтăрне» _ донник культурине _ нумайрах акни тырпул тухăçне чылай ỹстерме пулăшнине палăртрĕ. Донник _ выльăх апачĕлĕх паха культура та. Азотпа пуянлатнă хирте çĕрулмипе кĕрхи культурăсем те аван çитĕнеççĕ. Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» хуçалăхра 2015 çулта сидерат валли 600 гектар донник ахальтен акман ĕнтĕ. Минерал удобренийĕсен хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пынă чухне «ешĕл удобренисем» пирĕншĕн _ пысăк çăлăнăç. Донник çеç мар, рапс та, горчица та çĕре азотпа нумай пуянлатаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен тухăçĕ те пире тивĕçтермест. Хăшпĕр хуçалăхра люцернăна хăçан акнине те манса кайнă, çак культура питĕ сайралса юлнă. Нумай çул ỹсекен курăксемпе вара 5-6 çултан ытла усă курмалла мар, çак вăхăт хыççăн сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку лаптăксем малашне тырпул тухăçне ỹстерме пулăшчĕр. Районта çулленех 50-70 гектар люцерна çĕнĕрен акмалла. Вăрлăх туса илме лаптăксем уйăрмалла е укçа тупса 1 тоннăран кая мар вăрлăх туянмалла. Хуратул çинченмаларах асăннăччĕ-ха. Çак культура тулăран икĕ хут хаклăрах хакпа сутăнать. Кашни хуçалăхрах 50 гектартан кая мар хуратулпа 50 гектар пăрçа аксан, тупăшĕ те пулĕччĕ. Чуна пăшăрхантараканни _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Сатеев фермер хуçалăхĕпе «Карлинский» хуçалăхра çуракине хатĕрленме тин çеç пуçăнни. Васкаманни хака ларма пултарасси çинчен мĕншĕн манатпăр-ши?
3.Ярăнтар, Петюк, тракторпа... ЯЛАНХИ пекех, «Исток» хуçалăхри йĕркелĕхпе тирпейлĕх кăмăла çĕклерĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене кунта 1 пин гектар таранах акасшăн. Çĕре 100 проценчĕпех кĕркунне сухаласа хăварнă. Республикăри Апат-çимĕç фончĕ урлă минерал удобренийĕ туяннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те хатĕрлесе хунă. _ Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, выльăх-чĕрлĕх валли 100 гектар куккурус акса çитĕнтеретпĕр, _ терĕ хуçалăх ертỹçи Юрий Старшов. _ Пирĕн нумай çул ỹсекен курăксем те 500 гектар йышăнаççĕ. Выльăх йышĕ ỹссе пынă май, апатне те ытларах туса илмелле. Сĕлĕ лаптăкне те 180 гектара çитеретпĕр. Пĕр çул ỹсекен курăксем те акатпăр. Техникăна кĕркуннех тĕплĕн юсанă май, халĕ тепĕр хут пăхса тухмалли çеç юлнă. Çапах та, районти ытти хуçалăхсенчи пекех, «Истокра» та механизатор кадрĕсем çитменни палăрать. Халлĕхе икĕ тракторпа кам ĕçлесси паллах мар-ха, ютран килекенсем çине çеç шанаççĕ. Хамăр патăрта çамрăк çĕр ĕçченĕсем çитĕнменни ватăрах механизаторсене хытă пăшăрхантарать. Вĕсем те тивĕçлĕ канăва кайсан, малашне Китайран килсе акса парĕç-ши пирĕн хирсене? Çакăн патне çитес марччĕ.
4. Пуянкассинче _ тимĕр сасси С Е М И Н А Р - К А Н А Ш Л Ă В Ă Н тĕп пайĕ «Колос» ОООра иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи инвесторсем пулăшнипе, çак хуçалăх тыр-пул тухăçне çултан çулах ỹстерсе пырать. Хуçалăх ертỹçи Виталий Захаров каланă тăрăх, кăçал çурхи тĕштырă культурисем 850 гектар йышăнĕç. Пысăк тупăшлă техника культурине _ сахăр чĕкĕнтĕрне _ 200 гектар çинче çитĕнтерĕç. 250 гектар кĕр тыррисем лайăх хĕл каçнă. Тырă акнă çĕрте чи хастар меха- низаторсем _ Петр Захаров, Николай Захаров, Николай Петров, Петр Макаров тата ыттисем _ ĕçлĕç. Виталий Федорович аса илнĕ тăрăх, 2010 çулта апрелĕн 3-мĕшĕнчех хире сỹре агрегачĕсем тухнă. Кăçал акана каярах тухăпăр тесе лăпланса лармалла мар, çанталăк кăмăлне пĕлсе пĕтерейместĕн. Акă, ăшăтса ярĕ те, техникăна хире илсе тухмалла та пулĕ. Техника паркĕнче тимĕре шакканă сасă таçтанах илтĕнет. Вак-тĕвек ĕçсем çеç юлнă пулин те, механизаторсем вăхăта хаклани сисĕнет. Кăнтăрлахи апата столовăйра çини те хаклă сехетсене перекетлеме пулăшать. Пункассинчи Культура çуртĕнче семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев, çак пайăн тĕп спе- циалисчĕ Вадим Севрюгин, вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Иван Якушов тата ыттисем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕç. «Тырпул тухăçĕ пĕр хуçалăхра пысăк, тепринче пĕчĕк пулнин сăлтавне çанталăкра çеç шырамалла мар, _ палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров. _ Вăйлă тырă пуласси агротехникăран та, тăпраран та, удобренирен те, техникăран та, вăрлăхран та, пуринчен те ытла вара çынсенчен килет. Ялхуçалăхĕнчен вак-тĕвек ĕç çук. Пурне те шута илмелле, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренмелле. Малта пыракансен вăрттăнлăхĕсене пĕлме тăрăшмалла. Сире, тырă ỹстерекен, çăкăр хакне пĕлекен çынсене, çак чăнлăх пирки тепĕр хут каламалла та мар пулĕ, анчах ваттисен сăмахĕ никам- шăн та ытлашши пулмĕ: «Çурхи кун çулталăк тăрантарать».
Ив.САЛАНДАЕ В.