05 апреля 2016 г.
РАЙОНТА «Полици тата ачасем» ятпа акци пырать. Унăн 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ те ĕнтĕ (февралĕн 24-мĕшĕ - мартăн 24-мĕшĕ). Çак хушăра полици ĕçченĕсем вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсемпе право темисемпе калаçусем ирттерчĕç, спайс (наркотик) сиенĕ çинчен видеофильмсем кăтартрĕç.
Паянхи кун тĕлне районта 15 ача полицире учетра тăрать. Вĕсемпе пĕрмаях уйрăммăн курса калаçасси, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленсех тăрса тĕрĕс çул çине тухма пулăшасси _ районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин тĕп тĕллевĕ. Çавăн пекех ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ăнăçлах мар çемьесене те тухса çỹренĕ, ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Çакнашкал çемьесем пирĕн районта халлĕхе тăххăрăн, унта ачасене ашшĕ-амăшĕнчен тимлĕх çитменни куçкĕрет. Хăшпĕр ашшĕ-амăшне ачисене воспитани парас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн КоАП-ăн 5.35 статйипе килĕшỹллĕн административлă йĕркепе явап тыттарма та тиврĕ _ 3 протокол çырса хатĕрленĕ. Полици органĕ шкулпа, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлени шкул ачисем хушшинче сăлтавсăр уроксене сиктерекен ачасене вăхăтра тупса палăртма май парать. Кун пек ачасем халлĕхе районти пĕр шкулта та çук. Малашне те кашни ача пушă вăхăтне усăллă ирттертĕр тесе пурте пĕрле тăрăшăпăр.
Н.МАЗЯКОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор, полици капитанĕ.