Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан çунтарăр типĕ курăка

05 апреля 2016 г.

ЮР ирĕлсе пĕтсе çĕр типнĕ май, кĕçех субботниксем те пуçланĕç _ хĕл каçа пухăннă тасамарлăха пуçтарăпăр. Ялсенче типĕ курăк та сахал мар. Ытларах чухне шăпах вăл пысăк инкек патне илсе пыма пултарать: пĕр хĕлхем çеç кирлĕ _ «хĕрлĕ автан» çунатне сарчĕ те. Унăн çулне вара тăруках пỹлеймĕн. Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин тĕп управленийĕ тата Чăваш Республикин Çутçанталăк тата экологи министерстви вырăнсенчи хăйтытăмлăх органĕсене, шкулсемпе обществăлла организацисене, вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсене Пĕтĕм Раççейри «Типĕ курăка çунтарнине хирĕç» информаци кампанине хутшăнма чĕнсе калаççĕ. Асăннă кампание Вăрман хуçалăхĕн федераци агентстви ирттерет. Çакă вăрмансене пушартан сыхласа хăварма та пулăшĕ. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: ан çунтарăр типĕ курăка. Уйрăмах кил-çурт таврашĕнче, вăрман çывăхĕнче.

А.КЛЯЖЕВ, МЧС Чăваш Республикинчи управленийĕн районти тĕрĕслев ĕçне йĕркелесе пыракан пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика