05 апреля 2016 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра медицина пулăшăвĕсĕр пурăнакан çын сайра тĕл пулать. Чир-чĕр çакланать-и е ăнсăртран инкеке лекетĕн _ тỹрех сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем патне шăнкăравлатпăр.
Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче пурăнакансем вара Галина Батроваран пулăшу ыйтаççĕ. Вăл Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса 1993 çултанпа ĕçлет. Маларах кунта çак тивĕçре унăн амăшĕ _ Юлия Яковлевна Чернова _ 27 çул тăрăшрĕ, хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ял çыннисен хисепне тивĕçрĕ. Галина Чернова та (хĕр чухнехи хушамачĕ) вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕрти медицина училищинчен вĕренсе тухнă, фельдшер-акушер специальноçне алла илсе Чĕмпĕр облаçĕнчи район больницинче 3 çул ĕçлесе опыт пухнă. 1989 çулта вара мăшăрĕн ялне _ Пуянкассине таврăнать, фельдшерта ĕçлеме тытăнать. Çапла вара амăшĕн ĕçне халĕ хĕрĕ малалла тăсать. Кăçалхи апрель уйăхĕнче Галина Ильинична сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме пуçланăранпа шăпах 30 çул çитет. Çак хушăра вăл пуян опытлă ăста специалист пулса тăчĕ, ял-йышра ырă ята тивĕçрĕ. Нимĕнле çанталăка пăхмасăр вăл чирлĕ çын патне васкать, чĕннĕ çĕре вăхăтра çитсе пулăшу парать. Пуянкассипе Шăхаль ялĕсенче вăл пулман кил-çурт юлман та пуль _ кану кунĕсенче те, çĕрле те чирлĕ çын патне çитет. Чирлĕ çынна эмелпе кăна мар, çепĕç сăмахпа те çăмăллăх кỹрет _ лăплантарса хăварать, сывалма хавхалантарать. Шутласан, хăйĕн килĕнче те ĕç нумай вĕт-ха, çемйине те тимлĕх кирлĕ.Çапла, çăмăл мар ялта фельдшер тивĕçне пурнăçлама: тĕрлĕ енлĕ медицина специалисчĕ пулмалла, хăвăн участокри ача-пăчана та, ваттине те вăхăтра чир-чĕртен сыхламалла. Ку енĕпе Галина Ильинична пултаруллă, ĕçчен. Эпир ăна хăйне те ырлăх-сывлăх çеç сунатпăр, малашне те ял çыннисене сыватас ĕçре ăнăçу сунатпăр. Турă упратăрах Сире!
Е.АКИМОВА. Пуянкасси ялĕ.