Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат редакцийĕнче _ хăнара

08 апреля 2016 г.

Хаçат редакцийĕнче _ хăнара

РЕДАКЦИРЕ ача-пăча сасси илтĕнсе кайрĕ. Шкул ачисем экскурсие килнĕ иккен _ хаçат тухнине курасшăн. Епле хатĕрлеççĕ-ха ăна? Район хаçатне йĕркелесе кăларма камсем тăрăшаççĕ? Патирекре пурăнакан Вика Якушова тата Софья Зайцевапа Ирке Мусеева _ Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем _ çакна пĕлесшĕн çуннă. Сăлтавĕ тупăннă _ вĕсем Шăмăрша районти «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс-фестивале хутшăнма килнĕ, редакцие çитсе курма та вăхăт тупнă. Уçă кăмăллă хĕрачасем редакцин ĕç пỹлĕмĕсенче пулса курчĕç, тĕп редакторăн, корреспондентсен, верстка операторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Чылай ĕçе компьютер вăйĕпе усă курса хатĕрлени вĕсене тĕлĕнтерчĕ. Хаçат кăларнă ĕçре тĕрĕс те илемлĕ чĕлхепе статья-очерк çырма пĕлни чи кирли пулнине те ăнланчĕç. Ахальтен килмен вĕренекенсем район центрне _ вĕсен чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлнине кăтартса памалла. Шкулта пултаруллă пулнăран тивĕçнĕ ĕнтĕ çак чыса. Вĕсем çак предмета, хăйсем тĕрлĕ нациллĕ çемьесенчен пулсан та, тăрăшса вĕренеççĕ. Акă, сăмахран, Вика кăçал _ район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ. Вăл амăшĕн чăваш чĕлхине те, ашшĕн тутар чĕлхине те пĕр тан юратать, вырăс культурине те хисеплет. Çавăн пек вос- питани параççĕ ачасене вĕрентекенсем. Шкул ачисене, район конкурсне ăсатса янă май, хамăр республикăри патшалăх чĕлхисене вĕренсе пыма ăнăçу сунтăмăр.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика