08 апреля 2016 г.
Апрелĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă, ỹсĕмсемпе пĕрлех ĕçри çитменлĕхсене те палăртнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пынă. Хăйсене шанса панă отрасльсем пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçлени çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ольга Миронова, экономика пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Татарских, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев, строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никифоров, вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева, социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Федорова, социаллă аталану пайĕн культура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Алина Петрова, çак пайăн спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Вячеслав Антонов пĕлтернине итленĕ. Тĕпрен илсен, кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем начар мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ĕçри хăшпĕр лайăх енсене палăртнă май, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетсе каланă. Экономика кризисĕн условийĕсенче укçа-тенке перекетлеме вĕренмелле, ирттерекен мероприятисен пахалăхĕ чи малти вырăнта тăмалла. Район бюджетне пуянлатмалли майсем шырамалла. Бюджета укçа-тенкĕ сахал кĕни пур отрасле те аталанма чăрмантарать. Кĕскен каласан, район мĕнле аталанасси пĕтĕмпех кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче мĕнле тăрăшнинчен килет. Владимир Денисов çавăн пекех канашлăва пуçтарăннисене пурне те район центрĕпе ялсенчи тирпейлĕхшĕн тăрăшма чĕнсе каланă.