Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан касăр-ха шурă хурăна…

12 апреля 2016 г.

«Ỹс, кашла, илемлен _ Шăмăршă вăрманĕ!» _ çапла çырнăччĕ хăйĕн пĕр кĕнекинче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрманçи Петр Тихонов.

Шел те, юлашки çулсенче вăрманта кăмăла хуçакан тĕслĕхсем ытларах та ытларах асăрхама тытăнтăмăр. Шăмăршă таврашĕнчи вăрманта мĕн кăна выртмасть-ши? Тăвăл хуçнă е çĕрсе йăваннă йывăçсем урлă каçса çỹреме те çук. Ĕлĕкрех вĕсене касса тирпейлетчĕç, вуттипе халăх усă курнă. Халĕ никама та, нимĕн те кирлĕ мар пек туйăнать. Çĕрсе выртакан йывăç сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа чир-чĕре сарма пулăшать, вут-кăвар тухасран та хăрушă.

Аслă çул хĕррипе кану вырăнĕсем туса лартни _ ырă ĕç. Анчах та çак беседкăсен йĕри-таврашĕнче арçури те урине хуçать пулĕ. «Волнушка» кафе çумĕнчи вăрман та çỹп-çап тăкмалли вырăна çаврăннă.

Эрех-сăра ĕçеççĕ _ савăт-сапине вăрмана пăрахса хăвараççĕ. Пĕри варалать, тепри _ тасамарлăх купи ỹссех пырать. Çулла çырлана е кăмпана çỹрекенсем ал-урине кĕленчепе кастарнă тĕслĕхсем темиçе те. Вăрман _ çутçанталăк управçи _ чи таса та чи илемлĕ вырăн пулмалла вĕт-ха!

Тата çакна асăрхарăм. Çынсем хурăн шывĕ юхтарса ĕçме те вăрмана пуртăпа çỹреме тытăнчĕç. Шурă хурăна пуртăпа чутласа амантаççĕ. Чĕрĕлсе вăй илет-и ун хыççăн йывăç е типсе хăрать _ вĕсемшĕн пурпĕрех. Пуртăпа касни _ пысăк суран, вăл пирчесе хупăпа витĕниччен йывăç нумай асапланать.

Хурăн шывне пĕчĕк пăрапа пăраласа юхтарсан, йывăç суранĕ пĕр палăрми хупланĕччĕ. Çутçанталăка юратакан çынсем шăпах çапла тăваççĕ те. Йывăçа пуртăпа амантакансене вĕсем «варварсем» теççĕ.

Хурăн сĕткенне ним юлми юхтарса илессишĕн çунни те _ çăткăнлăх. Виçине пĕлĕр! Çыннăн юнĕ юхса пĕтсен _ вăл вилет. Йывăç та _ çын пекех, сĕткен ăна пурнăç парать. Çавăнпа та 5-6 йывăçа пĕчĕк пăрапа шăтарса сĕткенне юхтарни _ тĕрĕсрех. Пăра шăтăкĕсене йывăç турачĕпе пăкăласа хăварсан, сĕткен юхма та чарăнĕ, йывăç пĕчĕк сурана хăвăрт сиплĕ.

Çулла хурăн милĕкне касса хатĕрлекенсене те çутçанталăкшăн тăрăшма чĕнсе калас килет. Йывăçăн ытлашши турачĕсене кăна сайралатăр, çап-çара хăварнă хурăн _ аманнă кайăк пекех... Çамрăк хурăнсене тĕпрен касса йăвантаракансене ваттисем: «Вăрман турри ылханать», _ тенĕ. Вăрман ылханĕ _ хăрушă, вăл ман пата çитмĕ-ха темелле мар...

Шăмăршă вăрманĕнче юман милĕкĕ хатĕрлеме вара пачах та юрамасть. Çак йывăç ытла та сахал тăрса юлчĕ, нумайăшĕ типсе-хăрса пĕтрĕ.

Хам та тахçан вăрман ĕçне вĕреннĕрен, Çĕпĕрте лесничие пулăшаканĕ пулса ĕçленĕрен, çутçанталăк хĕн-асап тỹснине чĕрене ыраттарса йышăнатăп. Мĕншĕн-ха эпир, çутçанталăк чухăнланса юлнине курса тăрсах, «Вăрман тăрри _ тикĕс», _ тесе чуна лаплантаратпăр? Ăçтан «тикĕс» пултăр-ха вăл, енчен те шаларах кĕрсен яштака та илемлĕ йывăçсем те юлмарĕç пулсан? Вăрмана сыхлама тивĕçлĕ хăшпĕр çынсем паянхи кунпа çеç пурăнни, пулас ăрусемшĕн пĕрре те пăшăрханманни чуна ыраттармасть-и-ха?

"Ỹс, кашла, илемлен, Шăмăршă вăрманĕ!" _ мăнаçланса та хавхаланса çырнăччĕ хăйĕн кĕнекинче Петр Тихонов вăрманçă. Петр Тихонович, паян пирĕн вăрмана кĕрсе курсан, мĕн калĕччĕ-ши? Хурланнипе, куçĕ шывланмĕччĕ-ши çутçанталăка чун-чĕререн юратакан çыннăн?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика