15 апреля 2016 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç. Пуринчен малтан «Колос» ОООра хире сỹре агрегачĕсем тухрĕç. Хуçалăхра кĕр тыррисене минерал удобренийĕсемпе апат- лантараççĕ, çурхи культурăсен вăрлăхĕсене имçамлаççĕ. Петр Макаров, Николай Петров тата ытти механизаторсем ир пуçласа каçченех хирте. Çуракинче вăй хуракансене кунне икĕ хутчен тỹлевсĕрех вĕри апат çитереççĕ. Таисия Хайыдовапа Галина Андреева поварсем пĕçернĕ апата пурте мухтаççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче «Колос» ОООра район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пулчĕ, хирти ĕçсемпе паллашрĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çĕртме сухине тата нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеççĕ, çурхи культурăсен вăрлăхĕсене имçамлаççĕ. Районта дизель топливи кирлин 91 проценчĕ, минерал удобренийĕ 42,5 проценчĕ чухлĕ пур. Удобрени туянас ĕç малалла пырать. Фермер хуçалăхĕсенче çĕрулмине яровизацилеме пуçăннă.
В.СЕВРЮГИН .