15 апреля 2016 г.
КОРРУПЦИ вăл _ пысăк е пĕчĕкрех вырăнта ларакан çын укçашăн чысне тата чунне сутни. Çапла ăнланатăп эпĕ ют чĕлхерен кĕнĕ çак сăмаха.
Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем коррупципе çыхăннă хыпарсене пĕлтерсех тăраççĕ: «Шупашкарта экс-чиновницăна 500 пин тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă», «Судпа айăпланнисем колони пуçлăхĕ валли дача лартса панă», «Шупашкарти пĕр аслă шкул преподавателĕ студентсенчен экзаменшăн 10-шар пин тенкĕ укçа пуçтарнă», «Республикăри пĕр район больницинче чирлисенчен взятка илесси йăлана кĕнĕ»...
Аслăрах ăру çыннисем Чăваш радиопа кашни эрнерех Кĕлпук мучи тухса калаçнине лайăх астăваççĕ пулĕ-ха. Пирĕн Шăмăршă районĕнчи çитменлĕхсемшĕн те пуçлăхсене вирлĕн «çунтарнăччĕ» вăл. Кĕлпук мучи шỹтлесе те йĕплесе каланине халăх хăлхана тăратсах итлетчĕ. «Э-э-эх, йĕм çĕтсе ларакан чиновниксем!» _ тесе кăшкăрса каланине ăçтан манайăн?
Шутлатăп та, паян _ пĕтĕм çĕршывĕпех коррупци палăрăмĕсемпе кĕрешме пуçланă вăхăтра _ Кĕлпук мучи çав тери кирлĕччĕ, тетĕп. Анчах Ефим Никитин артист çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ, ăна улăштарма пултаракан çын тупăнмарĕ. «Çвяттуй вырăн пушă тăмасть», _ тенĕ те-ха ваттисем, анчах чăн-чăн талантсене вăр-варах улăштарма çук пуль çав.
Хамăр район хаçатĕнче те «Капкăн кĕтесси» тухатчĕ, усал-тĕселпе пĕчĕккĕн е пысăккăн вăрлакансене сахал питленĕ-и унта? Ун чух эпир çак палăрăмсене «коррупци» темен, апла пулин те пирĕн пурнăçшăн ют йăла-йĕркене татăклăн сивленĕ.
«Лесник сутать пĕрене,
Колхоз пуçлăхĕ _ ĕне.
Е тата _ сысна çури...
Вĕсен намăсĕ пур-и?»
_ çакăн пек йĕплĕ йĕркесемпе питлеттĕмĕр пурнăçри тỹнтерле пулăмсене.
Шел, Кĕлпук мучи калаçма чарăнчĕ, «Капкăн кĕтесси» тухма пăрахрĕ. Мĕн, пирĕн пурнăçра çитменлĕхсем вуçех те пĕтрĕç-ши? Пĕрре те çапла калас килмест. Ман сăмаха республика прокуратури пĕлтĕр коррупципе çыхăннă 8 пин ытла тĕслĕх тупса палăртни те çирĕплетет. Халлĕхе тупса палăртманни мĕн чухлине вара никам та пĕлмест. Коррупци _ анра çарăк мар, мĕкĕçленнипех унăн тымарне кăкласа пăрахаймăн. Ахальтен мар ĕнтĕ прокуратурăпа следстви органĕсем халăхран пулăшу кĕтеççĕ. Коррупципе çыхăннă пулăма асăрхасан, е мĕн те пулин пĕлсен, тỹрех шăнкăравласа хыпарлама ыйтаççĕ.
Пурнăç тĕрĕслĕх çинче тытăнса тăмалла, ултав-суяпа, патшалăха çаратнипе тĕпсĕр авăр патне те çитсе тăма пулать. Тỹрĕ çынпа ырă çын нумаййипе çеç çĕршыв малалла каять. Коррупци пирĕн пурнăçшăн _ ют, таса ỹт çинчи хăрушă çăпан пекех. Пулас ăрусем çак усал «чир» çинчен пачах та ан пĕлччĕр тесен, коррупци палăрăмĕсене татăклăн сивлемелле. «Çу çинче ярăнакан шăрттан та çатма тĕпне çыпçăнать», _ тетчĕ ман ватă асатте. Çынсене, патшалăха сиен кỹрекенсен шăпи те хăçан та пулин тулатех.
Ив.САЛАНДАЕВ.