19 апреля 2016 г.
Йышпа тухсан, килĕштерсе вăй хурсан тем пек пысăк ĕçе те кăмăла каймалла илемлĕ тума пулать. «Куç хăрать те, алă тăвать», _ тенĕ ваттисем. Акă, эрнекун район центрĕнче тавралăха тирпейлес тĕлĕшпе субботник иртрĕ. Ĕç коллективĕсем чунтан тăрăшса хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксенче вăй хучĕç. Газона кĕреплепе сỹрелесе тухрĕç, çỹп-çапа шăпăрпа шăлса тасатрĕç, тиесе свалкăна ăсатрĕç. Бордюрсене тата йывăçсене шуратса тухни те район центрне хула сăнĕ кĕртрĕ. Аслатиллĕ çумăр чăрмантарман пулсан, тата та ытларах ĕçлеме пулатчĕ, кăмăл та çĕкленỹллĕччĕ. Анчах та пăшăрханма кирлĕ мар. «Тырă çумăрĕ! _ терĕ шыв кỹленчĕкĕсем çине пысăк савăнăçпа пăхса район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. _ Çак çумăра çĕр ĕçченĕ тахçантанпах кĕтетчĕ. Тирпей-илем субботникне вара тата та ирттерĕпĕр-ха. Пур çĕрте те таса та илемлĕ пулни хамăршăнах лайăх вĕт!» Район центрĕнче çеç мар, кашни ялтах тирпей-илем субботникĕсене ирттермелле. Аслă Мăнкун тата май уйăхĕнчи чи пысăк уяв _ Çĕнтерỹ кунĕ _ çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ.
Ив.АНАТКАС.