19 апреля 2016 г.
АПРЕЛĔН 14-мĕшĕнче район администрацийĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ улттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата район прокурорĕ Сергей Егоров хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ малтанхи ыйтупа _ «Шăмăршă районĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» _ район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ольга Миронова тата контрольпе шутлав органĕн председателĕ Гельсине Сагдеева пĕлтернине итленĕ. Бюджета кĕртнĕ улшăнусене шута илсе, Шăмăршă районĕн 2016 çулхи бюджечĕ тупăш енĕпе 230 миллион та 312 пин тенкĕпе, тăкак енĕпе 231 миллион та 061 пин тенкĕпе танлашĕ. Бюджет дефицичĕ _ 748 пин тенкĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине шута илсе, çав тери перекетлĕ пурăнма тивет. Депутатсем районăн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен пĕлтернине шута илнĕ. Ларура сăмах илсе, район администрацийĕн юридици секторĕн заведующийĕ Вячеслав Дмитриев муниципал должноçĕсене йышăнакан çынсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă чух шута илмелли улшăнусемпе, хăйсен тупăшĕпе тăкакĕ çинчен район аминистрацийĕн официаллă сайтĕнче тата массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлемелли йĕркепе паллаштарнă. Депутатсем çавăн пекех ирĕклĕ халăх дружинисене компенсаци тỹлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Лару ĕçне вĕçленĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов депутатсене район экономикипе социаллă пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусемпе тата вăраха тăс- масăр татса памалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Владимр Васильевич депутатсене халăх хушшинче ытларах пулма, ялсенчи тирпей-илемшĕн кашни çын тăрăштăр тесе ăнлантару ĕçне вăйлатма чĕнсе каланă. М.ЮМАНОВА.