19 апреля 2016 г.
ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх, апрелĕн 1-30- мĕш кунĕсенче республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать. Çак хушăра кашни организаципе учрежденирех ĕç сыхлавĕпе çыхăннă мероприятисем йĕркелеççĕ. Шăмăршă районĕнче те, çак уйăхлăх программипе килĕшỹллĕн, ĕç коллективĕсен ертỹçисен вĕрентĕвĕ пулса иртрĕ. Ăна Шупашкарти «Хăрушсăрлăх тата ĕçлев сыхлавĕ» вĕрентỹпе методика центрĕн специалистчĕсем ирттерчĕç. Семинарта Карапай Шăмăршă, Палтиел ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, «Чебурашка», «Ромашка» ача сачĕсен заведующийĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем тата ытти руководительсем хăйсен пĕлĕвне ỹстерчĕç. Çавăн пекех уйрăм çын предпринимательсем, тулли мар яваплă пĕрлешỹ ертỹçисем, хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем, библиотекрьсем, хаçат ĕçченĕсем ĕçлев сыхлавĕ енĕпе пĕлỹ пухни çинчен удостоверени илчĕç. Семинар йĕркелекенсем ĕç вырăнĕнче сывлăха сиенлетме пултаракан инкек-синкек, пушар хăрушлăхĕ сиксе ан тухтăр тесе тăрăшаççĕ. Пĕлỹ уйăхлăхĕ ĕçлекенсене çак енĕнпе витĕмлĕ пулăшу кỹрессе шанаççĕ.
Т.НИКИТИНА, «Хăрушсăрлăх тата ĕçлев сыхлавĕ» вĕрентỹпе методика центрĕн директорĕ.