22 апреля 2016 г.
ПĔРЛĔХЛĔ информаци кунне ирттерме пирĕн района Шупашкартан Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Унпа пĕрле килнисен йышĕнче _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата «Юрма» агрохолдингăн ĕç тăван директорĕ Кирилл Ермолаев. Вĕсемпе пĕрле «Единая Россия» политика партийĕн Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Фадеев та çỹрерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хăнасемпе пĕрле Шăмăршăри тĕп больницăра пулчĕ, кунти сиплев ĕçĕпе паллашнипе пĕрлех, коллективпа тĕл пулса калаçрĕ. Шурă халатлă ĕçченсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕн Николай Маловăн сăмахне те питĕ тимлĕн итлерĕç. Николай Владимирович апрелĕн 15-мĕшĕнче Саратов облаçĕнче иртнĕ «Раççейĕн хальхи ялĕ» форум ĕçне хутшăнни çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Форумра агропромышленноç комплексĕпе Раççей ялне аталантарас ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. Николай Малов «Единая Россия» политика партийĕн Председателĕн, Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕн Дмитрий Медведевăн сăмахне илсе кăтартрĕ: ялти пурнăç шайĕ хуларинчен пĕрре те кая пулмалла мар. Çак ыйтăва татса парассине «Единая Россия» политика партийĕ тĕп тимлĕхре тытать. Ял çыннишĕн тăрăшни агропромышленноç комплексне çỹллĕ шая çĕклеме пулăшасса шанатпăр. Информаци ушкăнĕ çак кун Шăмăршăри вăтам шкулти педагогсен коллек- тивĕпе те тĕл пулчĕ, кун йĕркинчи темăсемпе калаçу ирттерчĕ. Учительсем хăйсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав илчĕç.
М.ЮМАНОВА.