22 апреля 2016 г.
АПРЕЛĔН 21-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Вырăнти хăйтытăмлăх кунне паллă тăваççĕ. Ăна ирттермелли куна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче кăларнă Указпа çирĕ плетнĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх _ халăхшăн чи çывăх та чи кирлĕ влаç органĕ. Хамăр района илес пулсан, хăйтытăмлăх ĕçĕнче район Пухăвĕн 17 депутачĕпе ял Пухăвĕсен 91 депутачĕ, муниципалитетăн 62 служащийĕ вăй хурать, 9 ял тăрăхĕ халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Район пурнăçĕ малалла кайтăр, халăх йывăрлăхсем ан тỹстĕр, ялсем илемленсе пыччăр тесе тата ытти вун-вун ыйтăва татса парас тĕлĕшпе куллен кун ĕçлет вырăнти хăйтытăмлăх влаçĕ.
Юнкун Шăмăршăри Культура Керменĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă м е р о п р и я т и иртрĕ. Ун ĕçне район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Патшалăх Канашĕн Комитет председателĕ, «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, «Юрма» агрохолдингăн ĕç тăвакан директорĕ Кирилл Ермолаев, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Фадеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ветеранĕсем, çамрăксем тата районти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç.
Р а й о н администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, пурне те уяв ячĕпе саламланă май, вырăнти хăйтытăмлăх халăхпа чи çывăх тăракан орган пулнине, çавăнпа та яваплăх та пысăк иккенне палăртсах каларĕ.
«Район экономикине, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассишĕн, ялхуçалăхне çĕклессишĕн вырăнти хăйтытăмлăхăн пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле», _ терĕ Владимир Васильевич.
Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, «Юрма» агрохолдингăн ĕç тăвакандиректорĕ Кирилл Ермолаев тата ыттисем саламлă сăмах каларĕç. Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чыслани те уява килнисен кăмăлне çĕклерĕ.
Уяв юрă-ташăсăр мĕнле ирттĕр-ха? Районти чи лайăх илемлĕ пултарулăх коллективĕсем пысăк концертпа савăнтарчĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.