22 апреля 2016 г.
ÇУРХИ çанталăк чипер хĕр кăмăлĕ пекех вылянчăк: ĕнер кăна сар хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр шелсĕр сапалатчĕ, паян тăруках сивĕтсе пăрахрĕ. Ирпе упа сурчăкĕ пек çумăр та пĕрĕхсе иртрĕ.
_ Çанталăк ял çыннине кăштах кантарас терĕ пуль, _ шỹтлесе илчĕ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев. _ Анчах пирĕн ялсем канма пĕлмеççĕ. Килти хуçалăхра ĕç сахал-и? Икĕ ялĕпе сăвакан ĕнесем кăна 209 пуç вĕт, ытти выльăх та тытаççĕ. Килĕрен хур-кăвакал усраççĕ. Вĕлле хурчĕсем сахал мар.
Ял тăрăхĕнче 5 фермер хуçалăхĕ шутланать. Кунта «шутланать» тени вырăнлă сăмах мар пуль: чăннипех те тар тăкса ĕçлеççĕ фермерсем.
_ Ивановсем Патăрьел районĕнче те çĕр илчĕç, _ пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. _ Тырă акма та пуçăнчĕç ĕнтĕ. Хлюкинпа Алексеев та техникăна хире илсе тухрĕç. Ыттисем те çĕр пиçсе çитессе çеç кĕтеççĕ. Топливо та, минерал удобренийĕ те кирлĕ чухлĕ туяннă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров та карапайшăмăршăсемпе çĕнтăрăнсене мухтаса калаçрĕ. Пысăк уявсем умĕн çеç мар, ял урамĕсене яланах тирпейлесе тăраççĕ. Юнашарах пысăк вăрман кашласа ларать пулин те, йывăç-тĕм лартма юратаççĕ. Акă, паян та пĕр ушкăн хĕрарăм Патăрьелĕнчи питомникран улма йывăççин хунавĕсене йăтса килнине куртăмăр.
Информаци ушкăнĕ Карапай Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕпе те тĕл пулчĕ. Анатолий Ухтияров граждансене 2016 çулта социаллă çăмăллăх памалли майсемпе паллаштарчĕ, тавралăха тирпей-илем кỹмелли экологи уйăхлăхне пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн представителĕ Вячеслав Дмитриев вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки палăртсах каларĕ, çавăн пекех Аслă Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе районта ирттерекен мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ.
Шкул хăйĕн 125 çулхи юбилейне палăртма хатĕрленет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров вĕренỹ çуртне хăй çырнă «Родимый край _ село родное» кĕнекине алă пусса парнелерĕ. Çак кĕнекене автор ял тăрăхĕн администрацийĕпе библиотекăна та парнелесе пачĕ.
Информаци ушкăнĕ çак кун психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсемпе те тĕл пулчĕ, калаçу ирттерчĕ. Ял ĕçченĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕ Анатолий Ухтияров. Юридици наукисен кандидачĕ çĕнĕ саккунсене ăнлантарса пани те çынсене килĕшрĕ.
Ив.АНАТКАС.