22 апреля 2016 г.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ федераци пĕлтерĕшлĕ объект шутланать. Çавăнпа вăрмана вут-кăвартан сыхласси яланах пысăк тимлĕхре. Нумаях пулмасть кунта ятарлă семинар пулса иртнĕ, ун ĕçне патшалăх инспекторĕсем, пушар хуралĕн службинче тăрăшакансем хутшăннă. Семинара Пăчăрлă Пашьел тата Баскак лесничествисенче йĕркеленĕ. Наци паркĕн директорĕн тавралăха сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Тихонов палăртнă тăрăх, кунта вăрмана вут-кăвартан сыхлас тапхăра хатĕрленес ĕç начар мар пырать, пушара хирĕç кĕрешмелли техника юсавлă. Иртнĕ çул бюджет шучĕпе пушар автомашини, икĕ бульдозер, МТЗ трактор тата икĕ УАЗ автомашина туяннă. Экологи пĕлĕвĕ парас енĕпе ĕçлекен пай та вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе халăх хушшинче пысăк ĕç тăвать, çынсемпе тĕл пулса калаçусем ирттерет. Сăмах май, 1998 çултанпа наци паркĕнче вăрманта пушар тухнă тĕслĕхсем пулман.
О.РЕВУНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн туризм енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалисчĕ.