22 апреля 2016 г.
МĔН_ХА вăл терроризм? Унăн хăрушлăхĕ мĕнре? «Терроризм» терминăн этимологине илес пулсан, çак ăнлав латин чĕлхинчен «хăрушлăх, тискерлĕх» тесе куçарăнать. Чăнах та, террорла хăть те мĕнле акци те çынсене хăратассипе тата пăхăнтарассипе çыхăннă. Террористсем влаç органĕсемпе право йĕркине сыхлакан службăсем умне политика е пурлăх ыйтăвĕсене кăларса тăратаççĕ, «е _ пурнăç, е _ вилĕм» ыйтăва çивĕч лартаççĕ. Çынсен психики çине хăрушла витĕм кỹрсе, терроритсем хăйсем ыйтнине пурнăçа кĕртессишĕн темĕнле тискер ĕç те тума хатĕр. Терроризма хирĕç пĕтĕм общество вăйне пĕрлештерсе кĕрешни _ чи витĕмли. Граждансем! Автобус салонĕнче, çурт подъездĕнче е урамра пăрахса хăварнă хуçасăр пакетсене (сумка, коробка, вылямалли тетте тата ытти те) ан тытăр, вĕсем патне ыттисем те ан пыччĕр тесе асăрхаттарăр. Пакет тупни çинчен тỹрех полицие шăнкăравласа пĕлтерĕр. Енчен те шанчăксăр çынна асăрхасан, унăн сăн-питне тата тумне, автомашина номерне астуса юлма тăрăшăр, çийĕнчех полици сотрудникĕсене систерĕр. Асăрхануллă пулăр! Паникăна кĕрсе ỹкни, çынсене хăратса пăрахни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Н.ТЕПИТОВ, полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ, полици майорĕ.