26 апреля 2016 г.
ÇАК куна кашни çулах Пĕтĕм тĕнчипе палăртаççĕ, ăна тĕнчери ĕç сыхлавĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Мĕнре-ха унăн тĕллевĕ? Пĕрремĕшĕ, чи кирли те пĕлтерĕшли _ ĕçре инкек-синкекрен, сусăрланассинчен асăрханасси, сыхланасси. Çакă ĕç хăрушсăрлăхĕн Конституци прави шутланать, ăна Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи следстви комитечĕ тĕрĕслесе тăрать, айăплисене явап тыттарать. Инкек-синкек, аманасси тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсенчен те килет. Çакнашкал тĕслĕхсем ытларах стройкăсенче палăраççĕ. Йĕркене пăсни, çынсем вилни пирки следовательсем пĕлтĕр кăна уголовлă темиçе ĕç пуçарнă. Кун пек тĕслĕхсем республикăри кашни хуларах, районтах пур. Телее тенĕ пек, кун пекки юлашки вăхăтра пирĕн районта пулман _ сыхланакана Турă та упрать теççĕ. Çынсем ĕçре аманса сусăрланнă тата вилнĕ тĕслĕхсем ĕç паракансем работниксене хăрушсăрлăх техникине вĕрентесси, вĕсемпе ятарлă инструктаж ирттересси çинее çиелтен пăхнипе те çыхăннă. Çакнашкал тĕслĕхсем пирки республикăра судсене уголовлă 18 ĕç тăратнă. Эрех ĕçнĕ çынсене ĕçе явăçтарни те пулман мар. Вăрнар районĕнче пĕлтĕр пĕр агроном айăпĕпе пĕр ỹсĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче Шупашкарта тепĕр çын сакăр хутлă çуртăн лифт шахтине ỹкнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан арçын вара алăсăр тăрса юлнă. Ĕç паракан строительство япалисем хатĕрлеме унпа ĕç килĕшĕвĕ те туман пулнă. Пĕлтĕрхи январь уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи пĕр ялхуçалăх предприятийĕнче тракторист урасăр юлнă. Ĕçре чи кирли _ тимлĕх те асăрханулăх. Çакна яланах асра тытасчĕ.
А.ИВАНОВ, Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн ертỹçи.