26 апреля 2016 г.
КĂÇАЛХИ 3 уйăхра айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцийĕн учечĕ витĕр пурĕ 34 çын тухнă (пĕлтĕр _ 40 çын). Çак шутра çул çитмен çамрăксем пулманни питех те кăмăллă. Асăннă тапхăрта учета тĕрлĕ айăплава илнĕ 12 çынна тăратнă.
Хальхи вăхăтра (2016 çулхи мартăн 28-мĕшĕ тĕлне) пирĕн инспекци учетĕнче 25 çын тăрать (пĕлтĕр _ 27). Вĕсенчен 9-шĕ – условнăй айăплав илнисем. 12-шĕ _ вăл е ку должноçра ĕçлеме ирĕк прависĕр хăварнисем. Кунсăр пуçне, учетри çынсенчен пиллĕкĕшĕн _ обязательнăй ĕçсенче пулмалла, улттăшĕн _ ĕçлесе юсанмалла, ирĕкрен хăтарнисем _ иккĕн.
Инспекци учетĕнчи çынсем кăçал преступлени тунă фактсем пулман. Ку, паллах, савăнтарать.
Хăйсене пур енĕпе те лайăх тытнине кура тата айăплав срокĕ вĕçленнĕ май, икĕ çынна учетран кăларнă.
Пирĕн инспекци районти полици уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Инспекци тата полици сотрудникĕсем, район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссийĕн членĕсем пĕрлехи вăйпа йĕркелекен «Условник» профилактика рейдне тăтăш тухаççĕ, учетра тăракан çынсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, вĕсем суд йышăнăвĕнчи йĕркесене мĕнлерех пурнăçланипе кăсăкланаççĕ. Пĕрлех хăйсене йĕркеллĕ тытмалли пирки аса илтереççĕ, тепĕр хут преступлени тăвасран асăрхаттараççĕ.
Кăçал районти шалти ĕçсен пайĕн акт залĕнче учетра тăракан çынсемпе полици ĕçченĕсен пĕрлĕхлĕ канашлăвĕ иртрĕ, унта тĕп темăпа _ тепĕр хут преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕллевпе профилактика калаçăвĕ пулчĕ.
Çавăн пекех айăпланнă çынсене социаллă пулăшу парасси çине те тимлĕх уйăратпăр. Кăçал учетра тăракансене пурне те психологи тесчĕ витĕр кăларнă. УФСИН службин Шупашкартан килнĕ психологĕ кăçал психодиагностикăн 12 тĕпчевне ирттернĕ. Хăшпĕр çынпа, психологи тĕлĕшĕнчи диагнозне тĕпе хурса, психолог хушма калаçусем йĕркелет.
Эпир ĕçлесе юсанмалла йĕркепе айăпланнă çынсен ĕç вырăнĕсене те тухса çỹретпĕр. Ун пек çынсем 5 предприятире ĕçлесе юсанаççĕ. Анчах та ку ĕçре йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем районта ĕç вырăнĕсем çуккипе тата ĕç укçи ытла пĕчĕк пулнипе çыхăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен, 2016 çулхи 1-мĕш кварталти ĕç планĕ пурнăçланнă. Çын хăйĕн йăнăшне тарăннăн ăнланса илсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тутăр, малашне саккуна пăсмасăр йĕркеллĕ пурăнтăр тесе ĕçлесси _ пирĕн инспекцин тĕп тĕллевĕ.
А.АРХИПОВ, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци начальникĕ, шалти служба подполковникĕ.